02 июля 2011 г.
Ял çынни
...Сурăм енчен капланса килекен çумăр пĕлĕчĕсемпе тупăшсах Василий Наумович вăрманçă киле хыпаланса çитрĕ. Пахчара 2 кун каялла çулса пăрахнă утă типсе выртать. Çумăр çăвиччен ăна пуçтарса купаламалла. Ара вăрманçăн та килти хушма хуçалăхĕ пĕчĕк мар вĕт. Хĕлле ĕне валли утти-улăмĕ те самаях кирлĕ. Хĕл хырăмĕ тутă пултăр тесен паян çанă тавăрса тимлемелле. Çав вăхăтрах арçын çывăхри вăрман çинчен те куçне вĕçертмерĕ. «Вăрман вăл – халăх пуянлăхĕ. Çавăнпа та унпа пурин те пĕрешкел тирпейлĕ усă курмалла. Хамăра йĕрке хуралçисем, пушар хуралĕнче вăй хуракансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пулăшнăран вăрманти йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытма май пур-ха. Ку вăл малашне те çаплах пуласси пирки иккĕленÿ çук», – утă купаланă май капланчĕç шухăшсем. Килти хушма хуçалăха тытса тăрассипе те ялта хăйне евĕр тĕслĕх шутланакан арçын пурнăçне вăрманпа çыхăнтарни 31 çул.
Анатри Панклири Маргарита Якимовнăпа Василий Наумович Николаевсен килне çитсен кил хушши алăкĕ патĕнченех тирпейлĕх тыткăнне кĕрсе ÿкетĕн. Халăхăмăр ăсĕпе пăхсан, тĕреклĕ хуçалăх – арçын çаврăнăçулăхĕ, тирпейлĕхĕ – хĕрарăм маттурлăхĕ.
Сăмах çумне сăмах – вăрманçă пурнăçĕ тĕппипех куç умне тухрĕ. Çак пурнăçри кашни куна, сехете, минута Василий Наумович вăрманпа çыхăнтарнă. Паттăрлăх мар-и-ха ку;
Вăл каласа панинчен куç умне ачалăхра ĕнесене вăрманта кĕтсе çÿренĕ арçын ача ÿссе çитсен пурнăçне вăрманпах çыхăнтарни курăнчĕ. Çапла вара çулсем çитсен вăл малтанах Сурăм лесничествин 4-мĕш обходне пăхса тăма тытăннă.
– Ку тăрăхри вăрмансене 1979-1980 çулсенчи шартлама сивĕ хĕл пысăк сăтăр турĕ. Юмансем самай шар курчĕç. Çакăн хыççăн вăрмансене массăллă касасси тата çĕнĕ вăрмансене пысăк лаптăксем çинче лартса хăварасси вăй илчĕ. Çак ответлă ĕçе вăхăтра тата тивĕçлĕ пахалăхпа туса ирттерни паян çамрăк вăрмансем çине киленсе пăхтарать. Лесничествăри вăрман хуçалăхне çĕнетсе йĕркелессинче иртнĕ çулсенче кунта лесничий пулнă А. Яковлевпа паян çак ĕçре вăй хуракан А. Касьяновăн тÿпи пысăк. Шăпах çак çулсенче лесничествăн бази тĕрекленсе çитрĕ, унăн производство кăтартăвĕсем курăмлă ÿсрĕç. Хамăр енри юманлăхсене чĕртессипе манпа пĕрле тĕрлĕ çулсенче А. Селюшкин, В. Анисов, Н. Пантелеймонов вăрманçăсем хăйсенчен ырă ят хăварчĕç, Г. Флегонтов, С. Николаев, И. Игнатьев, В. Голубев, В. Колбасов, М. Моисеев, Л. Николаев вăрман хуçалăхĕн ырă тĕслĕхĕ пулса тăчĕç. Виçĕ çул каялла пысăкланнă Ильинка лесничестви паян 10316 гектар çинчи вăрмансене пĕрлештерсе тăрать. Эпĕ пăхса тăракан вăрман калăпăшĕ вара 3700 гектар. Тĕрлĕ йывăç ÿсет унта. Кашниех тăван ен илемĕ пулса тăрать, – калаçма ÿркенмест В. Николаев.
Шутлатăн та пĕр çеккунт та пушшăн иртмен манăн пĕлĕшĕмĕн пурнăçĕ. Анчах вăл паянхи кунпа çеç пурăнман, пурăнмасть те. Мăшăрĕпе – Маргарита Якимовнăпа – виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, кашнинех çĕр-шыва юрăхлă тунă, пурне те аслă пĕлÿ илтернĕ. Çемьере килĕшÿпе туслăх хуçалансан йывăрлăхсем иккĕмĕш вырăна куçни çак çемье тĕслĕхĕнчен курăнать. Ильинка лесничествин лесникĕнче ĕçлекен Василий Наумович мăшăрне пулăшассипе кил-тĕрĕшре пĕр ĕçрен те юлмасть.
...Çумăр ÿкме пуçларĕ. Çулнă утă та йăлтах купара ĕнтĕ.
Анатолий БЕЛОВ.