02 июля 2011 г.
«Çунатланса» таврăнтăмăр
Чăваш Ен Республика кунне илемлĕн уявласси йăлана кĕчĕ. Илемĕпе пĕрле унăн усси те пысăк. Акă пире те, «Тăванлăх» ятне илнĕ фольклор халăх ансамбльне, уяв кунĕсенче Шупашкарта хамăрăн пултарулăха кăтартма тÿр килчĕ. Пирĕнпе пĕрле «Шуçăм» художество пултарулăх ушкăнĕ те уява хутшăнчĕ.
«Раççей çăл куçĕсем» фестиваль пынă вăхăтра пĕр сехете яхăн чарăнмасăр хамăрăн юрă-ташăпа уява курма пынисене савăнтартăмăр. Чăн та савăнтартăмăрах тесе шутлатпăр. Мĕншĕн тесен пирĕнпе пĕрле сăн ÿкерĕнекенсем те, пирĕнтен автограф ыйтакансем те пулчĕç. Тĕрлĕ халăх çынни пирĕнпе пĕрле Хĕрлĕ лапамра ташласа савăнчĕ. Пĕри – Инди çĕр-шывĕнчен ятарласа килнĕ чăваш хĕрарăмĕ – чунне уçса калаçрĕ. Нумайăшĕ тав сăмахĕ каласа хăпартлантарчĕ.
Уява кăмăллă ирттертĕмĕр. Ушкăнри ачасем «çунатлансах» кайрĕç. Фестиваль йĕркелÿçисенчен пĕри Л. Попова чи лайăх лапамсенчен пĕри тесен вĕсем пушшех хавасланчĕç.
«Раççей çăл куçĕсене» хутшăнма транспортпа тивĕçтернĕшĕн эпир Турай ял тăрăхĕн пуçлăхне Н.А. Павлова тав сăмахĕ калатпăр.
Н. Кондукторова,
ушкăнăн художество пултарулăх ертÿçи.