02 июля 2011 г.
Пахалăхлă апат – пысăк сăвăм çăл куçĕ
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 2164 гектар çинче (38 процент) нумай çул ÿсекен курăксене çулнă. Çав лаптăксенчен 1786 тонна (32,5 процент) типĕ утă хатĕрленĕ. Ку ĕçре паянхи куна Суворов яч. хис., «Свобода», «Ударник», Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсем тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсенче кĕске хушăрах 392, 220, 155, 150 тонна утă хатĕрленĕ. Ку вăл палăртнин 77, 31, 13, 56 проценчĕ.
Симĕс ĕç çи маршручĕсем сенаж-силос траншейисене те çитрĕç. «Оринино» (356 тонна), «Передовик» (250 тонна), «Ударник» (220 тонна), «Восток» (122 тонна) хуçалăхсем силос хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.
Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх сĕт сăвассипе яланах малтисен ретĕнче пулнă, халĕ те кунти сăвăм районта чи пысăкки. Пысăк тухăç çăл куçĕ вара пахалăхлă апат кирлĕ чухлĕ янтăланипе тÿрремĕнех çыхăннă.
Иртнĕ уйăхра тăтăш çумăр çуни утă, сенаж хатĕрлес ĕçе вăраха ячĕ. Малтан вара ăнса пулнă утăна типĕтме те çăмăл пулмарĕ. Типсе çитмен утă вара кăвакарать, пахалăхне çухатать, выльăх-чĕрлĕхе хавшатать. Çак йывăрлăхран тухма вара тĕрлĕ çул-йĕр шырама тивет.
Акă çак кунсенче кăна çÿлерех асăннă хуçалăхра ĕç делегацийĕ пулчĕ. Эпир пынă вăхăтра кунта нумай çул ÿсекен курăк ани çинче хĕрÿ ĕç пыратчĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем «Империал ННН» фирма сĕнекен пропион кислотипе усă курса типнĕ утăна тюклатчĕç, управа хыватчĕç.
– Çакăн йышши консервантпа усă курса хатĕрленĕ апат хăй пахалăхне пачах та çухатмасть, чылай вăхăт упранать. Чи пĕлтерĕшли вара – унпа нÿрĕ çанталăкра усă курма май пурри. Эпир ку препарата шанатпăр, малашне те унпа усă курма палăртатпăр, – терĕ Суворов хуçалăх ертÿçи Владимир Славович Андреев пысăк пахалăхлă апат янтăланипе кăмăллă пулнăран.
Ют çĕр-шывран кÿрсе килнĕ препарат йÿнĕ мар. Анчах та хăй хакне вăл кăларать. Люцерна, клевер йышши ытти курăк выльăхшăн тутлăхлă апат шутланать, консервант вара унти мĕн пур витамина упраса хăварма май парать. Анчах та унпа усă курса хатĕрленĕ апата уй-хирте нумай вырттармалла мар, унсăрăн укçа-тенкĕ çилпе кăна вĕçсе каять. Çакăн пирки пĕлтерчĕ çÿлерех асăннă фирма ĕçченĕ А.Н. Розин.
– Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăха тĕслĕхе илсе халĕ ытти мал ĕмĕтлĕ хуçалăхсем те унпа усă курма палăртрĕç. Лайăх типсе çитмен утă кăвакарнăран выльăх апата тиркесе çиет. Ĕнерен пысăк тупăш илес тата сывă пăру ÿстерес тесен пахалăхлă апат ытларах кирлĕ. Кунта вара консервантпа усă курни питĕ вырăнлă, – терĕ ял хуçалăх пайĕн ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.А. Калинин ыттисене те çĕнĕ технологипе усă курма сĕнсе.
Р. Илларионова.