02 июля 2011 г.
Улăх ути пăрахăçа тухрĕ-и?
Вăхăт утти утă уйăхне ярса пусрĕ. Ял çыннисем иртен пуçласа таврана каç сĕмĕ хупличченех уяр кунăн кашни минучĕпе усă курса хĕл валли ытлă-çитлĕ выльăх апачĕ янтăлассипе тăрăшаççĕ. Ырламалла кăна. Анчах ут çи тапхăрĕн ыйтуллă енĕсем те пур-ха паян. Шăпах вĕсем пирки калаçрăм та эпĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе А.И. ПАВЛОВПА. Пирĕн калаçу никĕсĕ – улăхсем тата вĕсене çулса унти культурăна ÿстересси. Эпир хускатнă ыйту паян кашнинех пырса тивессе, яваплă ĕçченсемпе ял çыннисем вырăнсенче тивĕçлĕ йышăнусем тăвасса шанатăп.
– Александр Ильич, районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата килти хушма хуçалăхсенче хĕрÿ ĕçсенчен пĕри – ут çи – пырать. Анчах ялсем çывăхĕнчи улăхсенче çава сасси илтĕнмест.
– Тĕрĕсех асăрхарăр. Юлашки çулсенче ялта пурăнакансем пурнăç улшăнăвĕсемпе тан пырса килти хушма хуçалăх çĕрĕсене пĕр гектара çитерсе ял çывăхĕнчи хирсенче 60-шар сотка илчĕç. Ку та çитмерĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи пай çĕрĕсене уйăрса илсе ĕçлекенсем те йышланчĕç. Çапла вара ялта пурăнакансем улăхсене анмасăрах утă янтăлама пуçларĕç. Унта вара выльăхсем çÿреççĕ е тепĕр вырăнсене вĕсем те кĕмеççĕ. Çавна кура улăхсенчи курăксен «çемйи» тăтăш улшăнса пырать: унчченхи пысăк пахалăхлă улăх ути ĕне çимен курăкпа «пуянланса» пырать.
– Çапла вара ĕнесен рационĕнчи паха утă пĕр-икĕ тĕслĕ курăк хутăшĕпе улшăнать тетĕр-и;
– Пĕтĕмĕшле лару-тăрупа çапла калама пулать те. Ял çыннисем 60 соткăсемпе пай çĕрĕсем çинче ытларах пĕр тĕслĕ курăк акса ÿстереççĕ. Улăх утинче вара çĕр тĕрлĕ курăк. Кашнийĕнех тата хăйĕн сиплев енĕсем пур. Мĕншĕн вĕсемпе ĕнесен рационĕнче туллин усă курмалла мар-ха; Уйрăмах çак çитменлĕх хĕлле лайăх палăрать. Пăрусене, тĕслĕхрен, улăх курăкĕн шывне туса ĕçтерни вĕсен сывлăхĕшĕн уйрăмах усăллă.
– Кăçал нÿрĕк çителĕклине кура улăхсенче курăк вăйлă çитĕнчĕ...
– Çапла, пĕлтĕр курăк çук тесе шыраттăмăр пулсан кăçал ăна Турри çителĕклех пачĕ. Мĕн пуррине пуçтарса илесси – çĕр ĕçченĕ умĕнче тăракан паянхи тĕллев. Улăхсен пуянлăхĕпе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен те, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те, ял çыннисен те çителĕклĕ усă курма тăрăшмалла. Хăйсем хушшинче килĕшÿ туса вĕсен ку таранччен алă çитмен улăхсене çулса пуçтарса кĕртмелле. Çулсан курăк çĕнелет, кĕр енне выльăхсем валли симĕс курăк пулать, ĕне çимен курăксен аталанас çулĕ хупăнать.
– Килĕшмелле. Улăхĕсем хамăрăн, унта хамăрăн ĕнесемпе сурăхсем çÿреççĕ. Çулман улăхсем вара пиçенпе хыт-хура айне пулса пыраççĕ.
– Ку кăна та мар. Улăхрах типсе кайнă курăк ял çыннисемшĕн пушар хăрушлăхне ÿстерет. Ăнсăртран хĕлхем лекнĕ курăк кун пек чух çиçĕмле хăвăртлăхпа пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене, ялта пурăнакансене сăтăр тăвать. Çак хăрушлăх никĕсĕнче хамăр наянлăхпа çаврăнăçусăрлăх пулнине кая юлса ăнланатпăр вара. Хÿре вĕçне туй киличчен шутласчĕ çакăн пирки. Тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвасчĕ. Улăхсене çулса тирпей-илем кĕртесчĕ.
А. БЕЛОВ калаçнă.