02 июля 2011 г.
Çул-йĕр пуринчен те тимлĕх ыйтать
Çул-йĕр çинчи инкексене пула пирĕн çĕр-шывра çулсеренех вуншар пин çыннăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлать. Акă иртнĕ çур çулта кăна пирĕн районта та çул çинчи инкексенче 7 çын вилнĕ, 47 çын аманнă.
Çулталăк пуçланнăранпа ултă уйăх хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта çулсем çинчи лару-тăру лăпкă пулмарĕ. Ултă уйăхра пирĕн район территорийĕнче пурĕ 29 авари пулса иртрĕ. Танлаштарса пăхма: пĕлтĕрхи çак тапхăрта çулсем çинче пурĕ 22 инкек пулнăччĕ.
Аварисен сăлтавĕсенчен пĕри – водительсем руль умне ÿсĕрле ларни. Çак сăлтавпа виçĕ инкекре икĕ çын вилнĕ, виççĕн аманнă. Çул çинче 46 ÿсĕр водителе тытса чарнă.
Тепĕр сăлтав – пысăк хăвăртлăхпа çÿрени. Кăçалхи аварисен 74,1 проценчĕ çак сăлтава пула сиксе тухнă. Явап тыттарнă водительсенчен 912 çынна шăпах пысăк хăвăртлăхпа çÿренĕшĕн саккунлă майпа асăрхаттарнă.
Çул-йĕр çинчи йĕркене пăснăшăн çур çулта 1623 протокол çырма тиврĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, ытларахăшĕ – пысăк хăвăртлăхпа çÿрекен водительсем пирки.
Çуран çÿрекен ятарлă вырăнта çул урлă каçманни те хăйĕннех тăвать. Çулсем çинчи инкексенчен яланах асăрхаттаратпăр пулин те, çапах нумайăшĕ çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасть. Çакă вара çынсен культура шайĕ çителĕксĕррине те, хăйсен хăрушлăхĕшĕн хăйсем яваплăх туйманнине те çирĕплетет.
Ачасем хутшăннипе асăннă тапхăрта пурĕ виçĕ инкек пулса иртрĕ. Вĕсенче пилĕк ача суранланчĕ. Çуллахи вăхăтра вара водительсен те, ачасен хăйсен те, ашшĕ-амăшĕн те уйрăмах тимлĕ пулмалла. Водитель 12 çул тултарман ачасене машинăра креслона лартсан çеç илсе çÿреме пултарать, е ачасене лартса çÿремелли ятарлă хатĕр пулмалла. Çакăн çине эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр. Йĕркене пăхăнманнисен штраф тÿлеме тивĕ. Ашшĕ-амăшне те ачисене çул-йĕр çинче хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтерсех тăма ыйтас килет. Асăрхануллă пулмасан, çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасан ĕмĕрлĕхех юлакан сурансем те пулма пултараççĕ. Çул-йĕр пуринчен те тимлĕх ыйтать.
С. Иванов,
районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ертÿçин тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.