02 июля 2011 г.
Ишекенсем маттур!
Муркашра физкультурăпа спорт комплексĕ пурри лайăхах çав. Унта çÿресе спортпа кам кăна туслашмасть пулĕ; Акă ишекенсенех илер-ха. Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вăй хуракан В. Данилов тренер спорт комплексĕнчи бассейна хута янăранпа ачасене шывра пĕрремĕш утăмсем тума вĕрентет кăна мар, тĕрĕс, хăвăрт тата илемлĕ ишессин вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Çапла вара унăн воспитанникĕсем паянхи кун тĕлне республикăра та лайăххисен йышне кĕме ĕлкĕрчĕç. Бассейнсенче кăна мар, уçă шывра та лайăх результатсем кăтартаççĕ.
Нумаях пулмасть Виталий Данилович тата унăн воспитанникĕсем Вăрмар районĕнчи республикăн пысăк ăмăртăвне çитсе килчĕç. Ачасем хăйсене триатлонта тĕрĕсленĕ: уçă шывра ишнĕ, велосипедпа тата чупса ăмăртнă. Е. Мясникова хăйĕн ÿсĕмĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă. Е. Григорьев, А. Мастеров, А. Галкин, Л. Кольцов, И. Григорьева, К. Никонова – командăри пур ишекен те япăх мар результатсем кăтартнă.
Çав кунах унта республикăри «Урожай» обществăн та триатлон енĕпе ăмăрту иртнĕ. Муркашсем малтисен ретĕнче пулнă. Хăйсен ÿсĕмĕсенче Е. Григорьев 3-мĕш, А. Галкин 2-мĕш, Л. Кольцов 3-мĕш, Е. Мясникова 1-мĕш, И. Григорьева 1-мĕш, К. Никонова 2-мĕш пулнă. Ыттисем те мала тухнă пилĕк ăмăртакан йышне кĕме пултарнă.
Спортсменсене саламлатпăр, татах та ăнăçусем тума сунатпăр.
Н. Николаева.