19 марта 2011 г.
Вĕрентÿри «çĕнĕ стандартсем»
«Полици çинчен» саккун проектне йышăннă хыççăн «Вĕренÿ çинчен» саккун проектне анлăн сÿтсе явма пуçларăмăр. Нумайăшне вара проектри пĕр пай – пурин те вĕренмелли ОБЖ, физкультура, «Раççей тĕнчере» ятлă истори предметне тата вĕренекенĕн индивидуаллă проекчĕ çинчен калаканни – хумхантарать.
Проектра вĕсем обязательнăй тени шкул ачин çак предметсене кăна тарăннăн вĕренмелле тенине пĕлтермест. Ку дисциплинăсене пурте вĕренĕç. Унсăр пуçне аслă классенче пилĕк ен çине уйăрнă предметсене тĕрлĕ шайра вĕренмелле пулĕ.
– Шкулти аслă классенче профильлĕ вĕрентÿ мелĕпе ĕçлесси халĕ те пур. Унпа пĕрремĕш çул ĕçлеместпĕр. Анчах та шкулсенче 3–4-шар паралельлĕ классем пулманни чăрмантарнă. Пирĕн районта ку тĕлĕшпе Муркашри вăтам шкул тата Муркашри лицей япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Профильлĕ вĕрентÿ аслă классенче пырать. Мĕншĕн тесен 5–9 классенче шкул ачи тĕп пĕлÿ илет. Хыççăн вара вăл малашне хăш енĕпе аталанассине шута илсе профиль енне суйлама пултарать.
«Çĕнĕ стандартсемпе» килĕшÿллĕн аслă классенче – 10–11-мĕшсенче – вĕренекенсем саккун проектĕнче асăннă пилĕк профильлĕ енрен пĕрисене тарăннăн, теприсене, сăмахран, база шайĕнчех вĕренме пултараççĕ. Тарăннăн вĕреннĕ предметсемпе, паллах, вара патшалăх пĕрлехи экзаменĕсене те тытĕç. Маларах асăннă тăватă предмета пур шкул ачи те вĕренет. Индивидуаллă проект вара кашнин хăйĕн пулать.
«Çĕнĕ стандартсене» кăçал пĕрремĕш классенче ĕçе кĕртме пуçлаççĕ. Аслă классенче вара ку çĕнĕлĕх халех пурнăçа кĕмест. Саккун та хальлĕхе проектра, – çапла ăнлантарса пачĕ район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова аслă классенче «çĕнĕ стандартсемпе» вĕренессипе кăсăклансан.
Саккун проектне сÿтсе явасси малалла пырать. Калаçăва пурин те хутшăнма майсем пур.
Н. НИКОЛАЕВА.