19 марта 2011 г.
Çăмăллатнă кредитсем
Ял çынни килти хушма хуçалăха аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çак тĕллевпе «АПКна аталантарасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çăмăллатнă кредитсем илнипе ял çынни туллин усă курма тăрăшать.
Муркаш районĕнче кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче килти хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллатнă кредитсем илесси малалла пулса пынă. Çак хушăра район çыннисем пурĕ 39 кредит илнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле сумми 6 миллион та 616 пин тенкĕ. Вăл шутран ял çыннисем «Раççей ял хуçалăх банкĕнчен» 3 миллион та 351 пин тенкĕлĕх 22 кредит илнĕ. Раççейăн Перекет банкĕ урлă асăннă пулăшупа 17 кредитор 2 миллион та 265 пин тенкĕлĕх усă курнă.
Çак вăхăтра килти хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллатнă кредитсем илессипе Турай (7 кредит), Ярапайкасси (5 кредит) ял тăрăхĕсенче пурăнакансем активлăрах пулни курăнать.
«АПКна аталантарасси» наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа пирĕн районта пурăнакансем пĕтĕмпе 3090 кредит илнĕ. Укçа çине куçарсан ку сумма 480,3 миллион тенкĕпе танлашать. Тепĕр майлă каласан килти хушма хуçалăха аталантарнă çĕрте патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансем – районти мĕн пур килти хушма хуçалăхсен 23,1 проценчĕ.
Хаçат редакцийĕ.