Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Путене – усăллă кайăк

19 марта 2011 г.

Путене – усăллă кайăк

Юлашки вăхăтра хушма хуçалăхра путене усракан йышланчĕ. Мĕнпе усăллă-ши вăл, тен хăшĕ-пĕри ăна илемĕшĕн кăна усрать. Çак кайăк пирки эпĕ сирĕн хаçат урлă тĕплĕнрех пĕлес тенĕччĕ.

Тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте путенен ашĕпе тата çăмартипе анлă усă кураççĕ. Вĕсем уйрăмах ачасемшĕн, апат тиркекенсемшĕн, чирлĕ çынсемшĕн усăллă. Путенен çăмарти уйрăмах сиплĕ шутланать. Çавăнпа та Япони правительстви шкул ачисен ăс-тăнне лайăхрах аталантарма ирхи апат вырăнне вĕсене икĕ çăмарта çитерме сĕннĕ. Ама кайăк 110 грамм чухлĕ таять, аçи вара – 150 грамм. Путенен ăрачĕ чылай. Çапах та япони ăрачĕ анлăрах сарăлнă, вăл 40 – 45 кунтан çăмарта тума пуçăнать, пĕр çулта 10 – 12 грамм йывăрăшлĕ 300 – 340 çăмарта тăвать. Путене çăмартине туса илесси чăхăпа танлаштарсан йÿнĕрех ларать. Çавăн пекех унта кали, тимĕр, фосфор, кобальт, В1, В2 тата ытти витаминсем чăхă çăмартинчинчен нумайрах. Хăш-пĕр çыннăн чăх çăмартине çисен аллерги пулать. Çавăн йышшисене путене çăмартине çиме сĕнеççĕ. Тухтăрсем ÿссе çитнĕ çынна кунне 4–6, ачана 2–3 çăмарта çиме сĕнеççĕ. Ама кайăк аçасăр та çăПутене – усăллă кайăкмарта аванах тăвать, çапах та ăна мăшăр кирлех.

Путене килте ĕрчетме шутлатăр пулсан 1 – 1,5 уйăхри чĕпĕ туянăр. Мĕншĕн тесен çак ÿсĕмри кайăк çĕнĕ условие аванрах хăнăхать. Вăл ытлашши начар та, самăр та пулмалла мар. Сывă кайăк пĕр тикĕссĕн сывлать. Вăтам çемьере 3 – 4 ама, 1 аçа пулмалла. Читлĕх 20 – 25 сантиметртан çÿллĕ пулмалла мар. Енчен те сирĕн читлĕх çакăнтан çÿллĕрех пулсан маччана фланель йышши пусма çапса парăр. Путене çÿлелле вĕçсе хăпарать, пуçне амантма пултарать. Айсарăм вырăнне хаçат, йывăç кĕрпи, улăм каять. Путене валли 17 – 20 сехет чухлĕ кун çути кирлĕ. Сывлăш температурине 16 градусран чакармалла мар. Эрнере ăна пĕр хутчен кĕл ваннăйĕ туса памалла. Çакă тĕрлĕ чир-чĕре хирĕç кĕрешме пулăшать.

Ăна кунне виçĕ хутчен, пĕр вăхăтра çитерме тăрăшмалла. Пĕр кунта пĕр путенене 25 – 30 грамм чухлĕ апат кирлĕ. Ытлашши самăртнă кайăк çăмарта япăх тăвать. Путене апат тиркемест. Ун патĕнче яланах вĕтĕ чул е хăйăр пулмалла. Ăна вĕретсе сивĕтнĕ шыв памалла.

Кайăка пусма хатĕрлес умĕн çутă ытлашшиех кирлĕ мар, ăна ытларах апатлантарма тăрăшмалла. Аçана 56 – 63 кунтан, амана 11 – 12 уйăхран пусма юрать. Шел пулин те путене килти условисенче чĕпĕ кăлармасть. Ăна валли инкубатор кирлĕ. Унти сывлăш температури 37,5 – 38,5 градус пулмалла, 65 – 75 процент чухлĕ нÿрĕк кирлĕ. Тĕрĕс вырнаçтарнă çăмартаран 17 талăкран 6 – 8 грамм йывăрăшлĕ чĕпĕ тухать. Тепĕр 3 сехетрен вăл 20 сантиметр çÿллĕш сикме пултарать, хăвăрт çитĕнсе аталанать. Пĕрремĕш тухнă чĕпĕпе юлашки чĕпĕ хушши 5 – 6 сехет чухлĕ пулать. Чĕпĕ валли малашне 35 – 38 градус ăшă кирлĕ. Икĕ уйăх хушшинче унăн йывăрăшĕ 20 грамм, чăх чĕппин вара 14 хут ÿсет.

В. ИЛЬИН,

выльăх тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика