Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнене киле пырса пĕтĕлентерĕç

19 марта 2011 г.

Ĕнене киле пырса пĕтĕлентерĕç

Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Н. Яковлев ертсе пыракан районти станци коллективĕ хăйĕн ĕçне пурнăç ыйтнипе пĕр утăмра илсе пырса çĕнĕлĕхсенчен самантлăха та юлмасть. «Хресчен туса илнĕ уй-хир продукцийĕ выльăх витĕр кăларсан кăна ытларах тупăш парать. Çакна ăнланакан ял çынни çĕр-шыв экономикинчи йывăрлăхсемпе кĕрешсе килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, умри тĕллевĕсене пурнăçлама çемье бюджетне тĕреклетет», – тет Николай Семенович. Çĕнĕлĕхсемпе пĕр çыхăнура пыракан коллектив ял çыннисене пулăшу парас тĕллевпе иртнĕ кунсенче вĕсем патне киле пырсах ĕнесем пĕтĕлентерес ĕçе çул пачĕ. Асăннă çĕнĕлĕх хаçат вулакансемшĕн интереслĕ пулнине шута илсе ĕнесене килсене тухса искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе ĕçе пуçăннă операторпа Светлана Юрьевна ГАВРИЛОВĂПА тĕл пулса калаçрăмăр.

– Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем панкрута тухнăран ял çыннисемшĕн килти хушма хуçалăхри ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентересси пысăк ыйту пулса юлчĕ. Мĕнле татса пама пулать-ха ăна;

– Паянхи куна выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ĕнесене ятарлă специалист киле тухса пĕтĕлентерессине пурнăçлама куçса çÿрекен пункт йĕркелерĕ. Ку ĕçе туса пыма мана шанчĕç. Унсăр пуçне ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе Çатракассинчи ветеринари участокĕнче, Турайри участокри ветлечебницăра ĕçлеççĕ. Вĕсенче ĕçсене пысăк пахалăхлă пурнăçлама пур хатĕрсем те çителĕклĕ, ĕнесене пĕтĕлентерессипе те опытлă специалистсем ĕçлеççĕ. Пирĕн паянхи тĕллев – ялсенчи килти хушма хуçалăхри пур ĕнене те искусствăлла майпа пĕтĕлентересси. Танлаштарма, иртнĕ çул ял çыннисен килти хушма хуçалăхĕсенчи 7415 пуç ĕнерен 2098 пуçне кăна искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ.

– Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерни вăкăрсемпе пĕтĕлентернинчен;

– Тĕрĕс ыйту хускататăр. Шăпах çакăнти уйрăмлăхсене пĕлменрен ĕнесене вăкăрсемпе пĕтĕлентерни ар çыхăнăвĕ урлă сарăлакан чирсене çул парать, килти хушма хуçалăх тытакансене чирленĕ ĕнесене сыватас тĕлĕшпе пысăк тăкак кÿрет. Çакă пулас пăрăвăн сывлăхĕпе аталанăвĕ çине те витĕм парать. Çав вăхăтрах ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентернин тĕллевĕ – кашни ĕнене пăруланă хыççăнхи пĕрремĕш уйăхрах тухăçлă пĕтĕлентерсе хăварасси, ĕнесем хĕсĕр юласран сыхланасси. Практика кăтартнă тăрăх ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерсен обществăлла секторта та, килти хушма хуçалăхра та пăру илессипе кăтартусем япăх мар. Кун пек чух селекципе ăратлăх ĕçĕ те çÿллĕ шайра пулса пыраççĕ. Апла пулсан выльăхсен паха енĕсене малалла аталантарма çул уçăлать. Ку вара – хушма тупăш.

– Эсир ял çыннисем патне килсене тухса хушма хуçалăхсенчи ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме мĕнле вăрлăхпа усă куратăр; Выльăхăн ăратлăх пахалăхĕ пирки калаçма пулать-и кунашкал чух;

– Ял çыннисен ĕнисене киле тухса искусствăлла майпа пĕтĕлентерме эпир хура-шурă ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕпе усă куратпăр. Тĕрĕсленĕ çак вăрлăха эпир ăратлăх ĕçĕпе тимлекен «Чувашское» уçă акционерлă обществăра туянатпăр. Паянхи кун ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме çак вăкăрсен вăрлăхĕпе усă куратпăр: а) хура-шурă ăратлă вăкăр. Унăн амăшĕ çулталăкне 9165 килограмм сĕт панă тата сĕтри çу хисепĕ 3,62 процентлă пулнă; б) амăшĕ çулталăкне 10538 килограмм сĕт панă тата сĕтри çу хисепĕ 3,83 процентлă пулнă вăкăр.

– Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессин технологийĕпе тата çак ĕçĕн хакĕпе паллаштармăр-ши;

– Ял çыннишĕн чи кăсăклă ыйту çакă пуласса ăнлантăм. Анчах кунта хуравĕ те кашниншĕнех интереслĕ пуласса шанатăп. Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине ирпе тата каçпа пурнăçлатпăр. Çакна пĕрре пурнăçлама 950 тенкĕ. Енчен те пĕрремĕш пĕтĕлентерÿ тухăçлă пулмасан иккĕмĕш хут оператора чĕнни – тÿлевсĕр. Кунсăр пуçне ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕшĕн ял çынни тÿснĕ тăкакăн 70 процентне республика бюджечĕ саплаштарнине шута илмелле. Пирĕнпе ĕçлеме кăмăл тунă ял çыннин çакна валли инçе çула тухмалла пулмасть. Килти хушма хуçалăх хуçисен киле ĕне пĕтĕлентерме пынă осеменаторпа субсиди илме заявлени çырмалла пулать. Ун çумне ветеринари услугисемшĕн укçа тÿленине çирĕплетекен квитанци копине хумалла. Ыйтса çырнине оператор хăех тивĕçлĕ вырăна çитерет. Вăхăт нумаях та иртмĕ – ĕнене искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕшĕн тивекен субсиди сирĕн перекет кĕнеки çине куçĕ.

– Питĕ кăмăллă, анчах сирĕнпе епле çыхăнмалла; Тата сире илсе çÿресси епле йĕркеленнĕ;

– Килти хушма хуçалăхсенче ĕнесене е тынашкасене пĕтĕлентерме вăхăт çитсен тата çак ыйтăва татса пама йывăрлăхсем тухса тăрсан пирĕн патăмăра пĕр тăхтаса тăмасăр çак телефонпа шăнкăравлама пултаратăр: 8-960-300-47-60. Пирĕн калаçу сирĕн ыйту çине тĕрĕс хурав тупма пулăшĕ. Ялсене вара эпир хамăр транспортпах çула тухатпăр.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика