19 марта 2011 г.
Хăнара – çыравçă
Мĕн ачаллах Г.А. Максимов журналист пулма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕте пурнăçлама Комсомольски районĕн «Октябрь ялавĕ» хаçатра радиокорреспондентран пуçланă. Ун хыççăн корреспондент, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕнче вăй хунă. 1994 çултанпа – «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ, шеф-редакторĕ.
Калем ăстин çитĕнĕвĕсем вара чылай. «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ актуаллă та çивĕч материалсемшĕн 2002 çулта «Наци кăларăмĕсен чи лайăх журналисчĕ» ят параççĕ, Раççей Федерацийĕн Пичет ĕçĕсен, телерадиовещани тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерстви Хисеп грамотипе наградăлать.
Культурăри пысăк ăсталăхшăн ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят параççĕ. Калем ăстин чăн та çырас ăсталăхĕ питĕ пысăк. «Хыпар» хаçатра, «Тăван Атăл» журналта, «Сталин грамоти» кĕнекере политика, экономика, культура ыйтăвĕсемпе çырнă статьясемпе очерксемшĕн Геннадий Аркадьевич республикăри журналистсен чи сумлă наградине тивĕçет – Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăрать.
Тĕл пулăва аслă ăрурисем кăна мар, шкулта вĕренекенсем те йышлăн килсе çитрĕç. Г.А. Максимов пухăннисене хăйĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл калăпланă произведенисене тишкерсе хак пачĕç.
Р. ИЛЛАРИОНОВА.