19 марта 2011 г.
Спортпа культура юнашар
Çуллахи вăхăтра ял çыннин пушă вăхăт сахалрах. Хĕлле вара пушă вăхăт тупма ансатрах. Анчах ăна усăллă та интереслĕ ирттересси хамăртан килет.
Нарăс уйăхĕнче Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа Ярапайкасси ял тăрăхĕнче арçынсем хушшинче волейболла выляссипе спартакиада иртнĕччĕ. Пуш уйăхĕнче вара Хĕрарăмсен кунне – Мартăн 8-мĕшне – халалласа шкулти хĕрсен ушкăнĕсем хушшинче волейболла выляссипе спартакиада иртрĕ. Çавăн пекех вĕрен туртассипе те, шашка-шахматла выляссипе те, ытти енĕпе те ăмăртрĕç шкулта. Пĕтĕмпе 9 команда хутшăнчĕ вĕсене. Çăварни эрни вăхăтĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсем те айккинче тăрса юлмарĕç. В.В. Воробьева, Л.П. Григорьева, Л.П. Сорокина, Л.А. Ядыкова учительсем йĕркеленипе «Хаваслă Çăварни» уявне йĕркелерĕç.
Мартăн 8-мĕшĕнче Ярапайкассинчи Культура çуртĕнче ĕçлекенсем тата драма кружокне çÿрекенсем те хĕрарăмсене уяв туса пачĕç. Вĕсем ял çыннисене Л. Агаков çырнă «Виçĕ кирпĕч» камит спектакль лартса пачĕç. Куракансене уйрăмах Ф.Ф. Паргеева, М.А. Лоцманова выляни килĕшрĕ.
Н. ГРИГОРЬЕВ.