Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕкрен хăтарнă

29 июня 2011 г.

Ирĕкрен хăтарнă

Чылайăшĕ астăвать пулĕ çĕнĕ çулăн иккĕмĕш кунĕнче Исетерккĕ ялĕнче пĕр киревсĕр ĕç пулса иртнине. Çакăн сăлтавĕ вара – эрех ĕçсе çын картĕнчен тухни.

Январĕн 2-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн «Шырав» ушкăнĕ кулленхи ĕçре пулнă. Милици сотрудникĕсем Исетерккĕ ялĕ çывăхĕнчен иртекен машинăсене тĕрĕсленĕ. Ваçкасси енчен пысăк хăвăртлăхпа килекен хĕрлĕ тĕслĕ ВАЗ-2109 çăмăл автомашинăна та çак тĕллевпех чарма шутланă. Анчах та милици ĕçченĕсем чарма ыйтсан та водитель чарăнман. Йĕрке хуралçисен вара вĕсем хыççăн ыткăнма тивнĕ, Исетерккĕ ял варрине çитнĕ, ÿсĕр çамрăксен автомашина çăрине илнĕ.

Шалта ларакан Е.В. Арсентьев водитель те, А.Ю. Максимов пассажир та ÿсĕр пулнă. Тĕрĕслев ирттерме вĕсене машина çине лартнă. Машина вара водителĕн мар, урăх çыннăн, çитменнине тата документсем те пулман. Вĕсем масар çинчен таврăннине пĕлтернĕ. Клуб та çавăнтах пулнăран пĕр самантрах пĕрин çуралнă кунне уявланă 18-20 çулхи ÿсĕр яш-кĕрĕм пухăннă, юлташĕсене хăтарма пикеннĕ. Вĕсене айăпламалла мар тесе тата хăтарма ыйтнă. Çакăнпа килĕшмен йĕрке хуралçисене тискерле хĕнеме пуçланă, тумтире çĕтнĕ, киревсĕр сăмахсемпе кÿрентернĕ. Çапăçу пуçаруçи вара Е. Арсентьев пулнă. Урса кайнă çамрăксенчен пакунлисем вĕçерĕнсе тухнă чух машина юр ăшне анса ларнă. Е. Арсентьевпа А. Максимов вĕсенчен çапах хăпман-ха, çиллине ниçта шăнарайманскерсем татах та хĕненĕ. Урса кайнă çамрăк çынсен ушкăнĕ машинăна кирпĕчпе çĕмĕрме пуçланă, ăна ÿпĕнтерме пикеннĕ. Самай суранланнă милици ĕçченĕсен хушма пулăшу ыйтма тата сиплев курсĕ ирттерме тивнĕ. Çамрăксен ушкăнне шалти ĕçсен пайне илсе çитернĕ, арестленĕ.

Çапла вара 1991 çулта çуралнă Е.В. Арсентьев РФ УК 318 статйин 1 пайĕнче пăхнă йĕркене сĕмсĕррĕн пăснă. Вăл хăй айăпне туллин йышăннă тата ÿкĕннĕ. Ăна ирĕкрен хăтармасăр юсама çуккине тата ытти фактсене шута илсе айăплă çынна икĕ çуллăх ирĕкрен хăтарма йышăннă. Çав вăхăта вăл колони-поселенинче ирттерĕ.

1992 çулта çуралнă А.Ю. Максимов та çав ушкăнрах пулнă, анчах та вăл хăй айăпне пачах та йышăнмасть. Ăна урăх çынпа пăтраштарма пултарнă тесе айăпа урăх яш çине ярать. Анчах та инкек тÿснĕ милици сотрудникĕсем ăна аванах уйăраççĕ. Следстви ĕçĕсем пынă май вăл тĕрĕслĕхе пытарма тăрăшать, чăрмав кÿрет. Çапах та ку енĕпе яваплисем вăл айăплă пулнине чăннипех те çирĕплетеççĕ. Çапла вара çÿлерех асăннă преступленишĕн ăна виçĕ çуллăх ирĕкрен хăтармалла тăваççĕ. Вăл та çитес вăхăта колони-поселенинче ирттерĕ.

Эпĕ вара, патшалăх айăплавçи пулнă май, çакна палăртса хăварасшăн. Кирек епле ĕçĕн те вĕçĕ пур, акă мĕн патне илсе çитерчĕ те ĕнтĕ эрех тата чарусăрлăх. Çавăнпа та харпăр хăйне вăхăтра чарма пĕлмелле, çыннăн çын пек пулмалла. Тунă айăпа вара йышăнма пĕлмелле. Вăл вăхăтра милици сотрудникĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçланă, общество хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшнă. Саккун вара кашни гражданина хÿтĕлет, хăй тивĕçне пурнăçланă вăхăтра инкек тÿсекене ытларах та.

Ю. Семенов,

район прокурорĕн çумĕ,

юстици советникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика