29 июня 2011 г.
Çиçĕм-аслати чухне
Çиçĕм-аслати чухне эсир вăрманта пулсан унти çÿллĕ мар ÿсекен йывăç-тĕм айне пытанмалла. Çÿллĕ ÿсекен йывăçсем, уйрăмах хыр, юман тата тирĕк, айне пытанса лармалла мар.
Шывра пулсан вара тÿрех унтан тухмалла. Шыв хĕрринчен аяккарах каймалла. Çÿллĕ вырăнта лармалла мар, лапама анмалла.
Уçă уйра пулнă чух теприсем аслати вăхăтĕнче çĕр çине выртса питĕ тĕрĕс мар тăваççĕ. Уйра айлăмрах вырăн тупса чĕркуççисене алăпа ыталаса илсе кукленсе лармалла.
Аслати эсир урамра спорт занятийĕсенче чухне пуçлансан сикме-чупма чарăнмалла. Металран тунă хатĕрсене (мотоцикл, велосипед тата ытти те) инçерех илсе хурăр. Вĕсенчен 20-30 метр чухлĕ аяккарах пулăр.
Пÿртсенче чÿрече, алăк, вентиляци шăтăкĕсене тата тĕтĕм çулĕсене хупмалла. Çав вăхăтра кăмакара вутă çунтармалла мар, мĕншĕн тесен тĕтĕмпе тухакан пысăк температурăллă газсен аслатие хирĕç тăраслăхĕ питĕ пĕчĕк. Телефонпа калаçмалла мар: тепĕр чухне çиçĕм тункатасем хушшинчи пралуксене те лекме пултарать.
Çиçĕм çиçнĕ вăхăтра электричество пралукĕсем, çиçĕме сирекен хатĕрсем патне, çуртсен çивиттийĕсем çинчен шыв юхса анакан трубасем патне пымалла мар. Антенна çывăхĕнчен пăрăнмалла. Май пур таран телевизор, радио тата электричествăпа ĕçлекен ытти хатĕрсене те ĕçлеме чарăр. Чÿрече çывăхĕнче ан тăрăр.
Аслати сире машинăра «хăваласа çитрĕ» пулсан машинăран ан тухăр, радиоприемник антеннине антарăр, кантăксене хуплăр.
Сирĕн пурнăçа сиен кÿрекен лару-тăру сиксе тухрĕ пулсан, паллах, пулăшу ыйтса шăнкăравламалла: 01 е 112 (кĕсье телефонĕпе тÿлевсĕрех).
Пичете РФ
Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн материалĕ тăрăх
хатĕрленĕ.