Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăра йĕркеллĕ тытмалла

29 июня 2011 г.

Хамăра йĕркеллĕ тытмалла

Шăрăх çанталăк кашнинех шыв хĕрринче канма, шыва кĕрсе уçăлма чĕнет.

Пирĕн районта та шыва кĕмелли тата шыв хĕрринче канмалли вырăнсем çителĕклĕ: капиталлă гидротехника сооруженийĕсем çитмĕл (пысăккисем те, пĕчĕккисем те), пысăках мар пĕвесемпе кÿлĕсем, районăн çурçĕр чиккипе Атăл юхса выртать. Анчах та çаксемпе тĕлсĕр, асăрханмасăр усă курсан вĕсем питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратма та пултараççĕ.

Шыв хĕрринче канас е шыва кĕрес текенĕн чи малтанах ишме пĕлмелле. Çакăнпа пĕрлех ишме пĕлетĕп тесе шывра тĕрлĕ хăрушлăх пулма пултарассине те манмалла мар. Кашни çулах Раççейре 15–20 пин çынна яхăн шывра путса вилет. Пирĕн районта юлашки пилĕк çулта 43 çын путса вилнĕ, вĕсен шутĕнче – пĕр ача. Каласа хăвармалла, вĕсенчен ытларахăшĕ ишме пĕлнĕ.

Статистикăна тишкерсен шывра путакансенчен ытларахăшĕ ишме пĕлекен арçынсем пулни курăнать. Вĕсем шывра путнин сăлтавĕ вара – эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва кĕни, чăрсăрлăх, анчах та вăй çителĕксĕр пулни, шыври экстремаллă лару-тăрура хăйсене тытма пĕлменни. Çавăнпа та хамăра шыв çинче мĕнле тытмаллине аса илтерни никамшăн та ытлашши пулмĕ.

Сăмах май ятарлă правилăсене шыв çинче çăлав обществи ĕçлеме пуçланă вăхăтрах – 1872 çулта – йĕркелесе çырса хунă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2006 çулхи майăн 26-мĕшĕнче çирĕплетнĕ постановление те никам та улăштарман-ха. Унта шăпах шыв çинче çынсен пурнăçне хÿтĕлесси çинчен каланă.

Пĕлмен вырăнта нихăçан та пĕччен шыва ан кĕрĕр. Тепĕр тесен пĕлнĕ вырăнта та. Инçе ишсе кайма ан васкăр, уйрăмах сирĕн юлташсем япăхрах ишеççĕ пулсан. Шыва кĕме палăртнă вырăнта кăна шыва кĕмелле.

Сивĕ шыва вăраххăн кĕмелле, уйрăмах эсир кăçал пĕрремĕш хут шыва кĕретĕр пулсан. Мĕншĕн тесен ура шăнăрĕ туртса лартма е тата пуç çаврăнма пултарать.

Пĕлмен вырăнта шыва тÿрех сикмелле мар. Тепĕр чух çак вилĕм патнех илсе çитерет. Шыв тĕпĕнче темĕн те пулма пултарать-çке-ха: чул та, тимĕр-тăмăр та...

Шывра катерсем, кимĕсем çÿреççĕ пулсан унта шыва кĕмелле мар. Кĕретĕр пулсан вĕсенчен аякра пулма тăрăшмалла.

Шывра кашнинех хăйне йĕркеллĕ тытмалла. Выляма пуçласан хăвăрăн юлташусене куçран вĕçертмелле мар. Пĕр-пĕрне шывра вылямалла путармалла мар, шÿтлесе «путатăп, пулăшăр!» тесе те ан кăшкăрашăр.

Вĕрсе хăпартмалли матраспа е камерăпа аслисемсĕр усă курма юрамасть. Матраса, сăмахран, шыв юххи инçете илсе кайма е вăл пушанса кайма пултарать.

Япăх ишетĕр пулсан çыран хĕрринчен инçе каймалла мар, кирек хăш вăхăтра та урасем шыв тĕпне лекчĕр.

Шывра ура шăнăрĕ туртса лартрĕ пулсан самантлăх шыва чăмса урана тÿрлетмелле, уран пысăк пÿрнинчен тытса ура тупанне хăвăр çине туртмалла.

Инçе ишсе кайнă хыççăн ывăннине сисрĕр пулсан каялла таврăниччен ик-виçĕ минут çурăм çинче выртса, алăсемпе кăшт кăна хусканусем туса канса илмелле.

Шывра шăлсем пĕр-пĕрин çумне перĕнми пуличчен ан тăрăр. Шăнăр туртса лартсан шывран тÿрех тухмалла.

Лайăх ишме пĕлетĕп тесен те пулса тухма пултаракан лару-тăрăва шута хумалла.

Çак тата ытти хăш-пĕр правилăсене район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи майăн 18-мĕшĕнчи 429 номерĕ постановленийĕпе çирĕплетнĕ.

Хамăрăн пурнăç пирки ытларах хамăрăнах шутламалла, ăна хамăрăнах упрамалла. Апла пулсан хăрушсăрлăх йĕркисем пирки ан манăр.

Н. Милютин,

район администрацийĕн ГО тата

ЧС секторĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика