29 июня 2011 г.
Паспорт илес ĕçри çĕнĕлĕхсем
Паспорт илес тата улăштарас йĕркене тăтăшах улшăнусем, çĕнĕ-лĕхсем кĕртеççĕ. Çавна май ку йĕрке халăхра тĕрлĕ ыйту тата ăнланманлăх çуратать. Хăш-пĕр çĕнĕлĕхе уçăмлатма эпĕ Федераллă миграци службин районти территори пункчĕн çĕнĕ пуçлăхĕпе Л.Г. Плечовăпа курса калаçрăм.
– Любовь Геннадьевна, ют патшалăхра Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документа – паспорта – çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç, çав йĕркепе паллаштарсамăр?
– 2010 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ паспорт вăя кĕчĕ. Ăна ют çĕр-шывсене час-часах тухса çÿрекенсем илме пултараççĕ. Паспорт çинче электронлă носитель пур, ăна вунă çуллăха параççĕ.
Çав хушăрах кивĕ йышши паспорт та вăйрах юлать, кăмăл тăвакансем ăна та илме пултараççĕ. Анчах та унăн вăйĕ пилĕк çултан вĕçленет. Палăртнă вăхăт вĕçленсен вăл паспорта урăххипе улăштарма тивет.
– Сирĕн пата вара мĕнле документсем хатĕрлесе памалла?
– Тĕп документсем çаксем шутланаççĕ: анкета (икĕ экземплярпа) – ăна ĕçрен çирĕплетмелле, патшалăх пошлинине тÿленине çирĕплетекен квитанци, ĕç кĕнекин копийĕ (ĕçрен çирĕплетмелле), тĕслĕ сăн ÿкерчĕк, çар билечĕ, РФ гражданинĕн паспорчĕн ксерокопийĕ. Кивĕ йышши паспорта илме ыйтса çырнă заявление пирĕн пата илсе килмелле. Эпир çак адреспа вырнаçнă: Муркаш сали, Мир урамĕ, 9 çурт, ыйтусем пулсан 63-4-90 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
Р. МАКАРОВА.