29 июня 2011 г.
Çитес вăхăтра – хушма пулăшу
Çулсеренех çанталăк çĕр ĕçченне тĕрĕслет. Кăçал акă ăнса пулнă ешĕл курăка тăтăш çумăр çунăран типĕтсе кĕртейместпĕр. Иртнĕ çул вара ытла хĕвел пĕçертнипе ÿсен-тăран ÿсеймерĕ. Хĕл каçмалăх выльăх апачĕ янтăласси чĕр нуша пулчĕ. Çапах та ытлăн-çитлĕн ку йывăрлăха çĕнтерме пултартăмăр. Ял çыннине патшалăх та тĕртсех ямарĕ, выльăх апачĕ туянма пĕр пин тенкĕ ытла укçа уйрăм счетсем çине куçарса пачĕ. Çак тĕллевпех татах та хушма пулăшу пуласса шантарнăччĕ. Халĕ вара çав тапхăр çитнине пĕлтерчĕç. Ку йĕркепе тĕплĕнрех паллаштарма эпĕ Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп специалистне О.В. Макаровăна калаçăва чĕнтĕм.
– Ольга Витальевна, пулăшу тивĕçес йĕркепе тĕплĕн паллаштарсамăр тархасшăн?
– Чăваш Республикин «О республиканском бюджете Чувашской Республики на 2011 год и на плановый период 2012 и 2013 годов» Саккунĕпе килĕшÿллĕн ку пулăшу уйрăм хушма хуçалăхра ĕнесен йышне сыхласа хăваракан çынсене пырса тивет. Субсидие çĕр ĕçченне пулăшас, çапла майпа ĕнесен йышне тата сĕт туса илессине сыхласа хăварас тĕллевпе уйăраççĕ. Ку пулăшу вăл выльăх-чĕрлĕх валли апат туянмалли укçа. Патшалăх пулăшăвĕн пĕрремĕш пайне ĕне тытакансем илсе усă курчĕç те ĕнтĕ. Халĕ вара хушма пулăшу укçин иккĕмĕш пайĕ килсе çитрĕ.
– Унăн калăпăшĕ миçе тенкĕпе танлашать-ши?
– Ăна вара эпир халех калаймастпăр, мĕншĕн тесен укçа калăпăшĕ çынсем выльăх апачĕ туяннине çирĕплетекен документсем пухса çитернинчен килет. Çынсене пама палăртнă пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕне вара тĕрĕс документсем пухса çитернисем хушшинче пайласа пама тивет.
– Пулăшăва хуçалăхри миçе ĕне пуçне шутласа параççĕ?
– Хуçалăхра икĕ е ытларах ĕне пулсан кашниншĕнех субсиди илме ирĕк пур, паллах эсир вĕсем пирки хуçалăх кĕнеки (похозяйственная книга) çине тĕрĕс çыртарнă пулсан. Хаçат вулакансем астăваççĕ пулĕ ĕнтĕ, декабрь уйăхĕнче ку енĕпе яваплисем выльăх-чĕрлĕх йышне килренех çырса çÿрерĕç. Çавăнпа та 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă кăтартусем кирлĕ. Пулăшăвăн пĕрремĕш пайне те çав кăтартăва шута илсе пачĕç.
– Ял çыннин чи малтан хăш специалист патне каймалла-ха?
– Ку ĕç пирки июлĕн 11-мĕшĕнчен кая юлмасăр ял тăрăхĕсен хутсене ман пата илсе çитермелле (маларах пулсан вара аванрах та). Чи малтан вара çынсен ял тăрăхне каймалла, субсиди ыйтса заявлени çырмалла. Унта мĕн хаклăх апат туяннине те кăтартмалла. Çавăн пекех апат туяннине çирĕплетекен документ тата ял тăрăхĕнчен хуçалăх кĕнеки çинчен (выписка из похозяйственной книги) çырни пулмалла. Эпир вара ял тăрăхĕсенчен илсе килнĕ документсен тĕрĕслĕхне пăхса тухатпăр, хăш-пĕр кăлтăк тупăнсан вĕсене каялла паратпăр. Çынсен уйрăм счечĕсем çине субсиди июль уйăхĕн вĕçĕнче куçма тытăнать.
– Енчен те апат туяннине çирĕплетекен документ çук пулсан?
– Апла пулсан ĕне усракан çын вăл укçана тивĕçеймест.
– Пускилрен е ытти кирек епле уйрăм çынран апат туяннине епле çирĕплетме пулать, сăмахпа кăна каланине шута илеççĕ-и?
– Паллах, çук. Кун пек тĕслĕхре ятарлă акт (акт приема-передачи кормов по договору, акт приема-передачи денежных средств) çырмалла, килĕшÿ (договор купли-продажи кормов между физическими лицами за наличный расчет) тумалла.
– Предпринимательсем те кăçал апат чылай турттарса сутрĕç. Туянакансем вара квитанци таврашĕ ыйтма та шутламарĕç. Ун йышшисен мĕн тумалла-ха тата?
– Çавăнпа та кирек епле суту-илÿ ĕçĕнче те квитанци, накладной, тавар тата касса чекĕ илмеллех. Çаксене вăхăтра илменнисен вара çÿлерех асăннă документсене хатĕрлемелле.
– Халăх валли выльăх апачĕ кÿрессипе райпо лавккисем уйрăмах тимлерĕç. Лавккаран апат туяннă çын çăмăллăнах тивĕçлĕ документ илме пултарать пулĕ?
– Лавкка сутуçисем туянакана тавар чекĕ пама тивĕç.
– Çак пулăшăва хăш шайри бюджетран саплаштараççĕ-ха?
– Уйрăм хушма хуçалăх тытса пыракансем валли уйăракан субсиди федераллă тата республика бюджечĕсенчен килет.
– Пулăшу укçине суя документсем тăратса илес текенсем те тупăнĕç...
– Тĕрлĕрен пулма пултарать, документсене вара тĕрĕс хатĕрлеме ыйтас килет. Заявлени çырса тăратнă документсем тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Енчен те ултав-суя çиеле тухрĕ пулсан Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви субсидие вăтăр кун хушшинче каялла тавăрса памалли пирки хут ярса парать. Çапах та çын çак укçа-тенкĕне каялла памарĕ пулсан суд шыраса илет.
– Калаçăва вĕçленĕ май сире Оринин ял тăрăхĕнчен килнĕ пĕр ыйтăва парас килет. «Мартăн 31-мĕшĕнче пĕр чирлĕ çынтан ĕне туянтăм. Унччен вара манăн ĕне пулман, çавăнпа та ял тăрăхĕнчи хуçалăх кĕнекине (похозяйственная книга) кĕреймен. Эпĕ ĕне валли тăтăшах тырă хывăхĕ тата ытти апат туянатăп, унтан панă чексене те упратăп. Патшалăх пулăшăвне илес тесе ял тăрăхне кайрăм, вĕсем манăн хурава тивĕçтермерĕç. Тĕрĕс турĕç-ши вĕсем, манăн мĕн тумалла;»
– Эсир туяннă ĕне хуçалăх кĕнекине кĕреймен, çавăнпа та сирĕн ыйтăва тивĕçтермен. Çавăн пекех пăшăрхантаракан тепĕр самант та пур. Хĕл каçнă пăру е чупнă тына ĕне шутне кĕмеççĕ, хĕлле пăруланă пулсан та. Мĕншĕн тесен хуçалăх кĕнекине вĕсене тына шучĕпе кĕртнĕ.
Р. Илларионова
калаçнă.