29 июня 2011 г.
Кун пекки те пулать
Тяпакасси ялĕнчи 40 çултан иртнĕ хĕрарăм пĕртте алă усса лармасть. Хăйĕнчен самай кĕçĕнреххи вара ăна мĕнпе кÿрентернĕ-ши; Темĕнле сăлтавпа ĕнтĕ асли кĕçĕннине турилккепе пуçĕнчен перет, çакăнпа лăпланмасть-ха вăл, унăн алă пÿрнине суранлатать.
Атте-анне хисепе тивĕç
Тавах, атте-анне, кун-çул парнеленĕшĕн, тесе шăрçалаççĕ сăвă-юрăра. Анчах мĕншĕн-ха çакă пурнăçпа чăн килмест, тен эпир çынлăха çухатнă; Анаткассинчи пĕр арçын совесть, çынлăх тенине пачах та маннă пулас, пĕр шелсĕр ватă ашшĕ çине алă çĕкленĕ. Самай суранланнăскерĕн хирурги уйрăмĕнче вăй хуракансенчен пулăшу ыйтма тивнĕ.
Харкашу ырри патне илсе пымасть
Пĕр-пĕринпе харкашса хутшăнăва татма вăхăт нумаях та кирлĕ мар çав. Ним çук çĕртенех çын çине алă çĕклеме пулать иккен, анчах килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест çав. Акă çак кунсенче Нÿрет ялĕ çывăхĕнчи уйра Актайра пурăнакан арçын пĕр шелсĕр хăйĕнчен самай аслă çын çине алă çĕклет, ăна çапать. Мĕн вĕчĕрхентернĕ-ши 1964 çулта çуралнă арçынна çав териех пуçтахланма. Халĕ ку ĕç пирки йĕрке хуралçисем тимлеççĕ.
Укçа-тенкĕ хирĕçтерет
Укçа-тенкĕ çынна хирĕçтерет, çынна кивçен панă пулсан вара ăна калаçса татăлнă вăхăтра каялла тавăрас килет. Хăш чухне вара ултавçăсем шуçлак пăр çине кăна лартса хăвараççĕ. Ун пек ан пултăр тесен асăрханулăх та, тимлĕх те кирлĕ. Акă Купăрля ялĕнчи арçын Ярапайкассинчи хĕрарăма пилĕк çул ĕнтĕ «çуллă» сăмах каласа кăна кивçен укçана пама шантарать. Анчах та пуш сăмаха кĕсьери укçапа улăштараймăн çав. Ултавçă арçын 138 пин тенкĕ кивçен илнĕ те халĕ те тавăрма шутламасть-ха.
Ют çын пурлăхĕ ан илĕрттĕр
Ак тамаша, намăса та пĕлми пулатпăр пулмалла. Пĕр именмесĕрех çыннăн пурлăхне вăрлатпăр, çĕмĕретпĕр. Мĕн тенĕ пулĕччĕç-ши ватă асатте-асаннесем çакăн пеккине асăрхасан. Хамăра ирĕке яриччен уй-хирте вăй хурсан усăллăрах пулмĕ-ши тата; Акă пĕр паллă мар çын Мăн Шашкар ялĕнче Т-25 трактор çăрине ватса кĕрет, кабинăна кĕрсе çăра çыххине, автомагнитолăна вăрласа тухать, çапла майпа вăл пуйма шутланă пулĕ ĕнтĕ. Халĕ «кукăр алăллă» çынна йĕрке хуралçисем шыраççĕ.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн
материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.