Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх премийĕн лауреачĕсем

29 июня 2011 г.

Патшалăх премийĕн лауреачĕсем

Республика кунĕ умĕн М. Игнатьев Президент Чăваш Республикин патшалăх премийĕсене, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене тивĕçнисемпе тĕл пулнă. Республикăри тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан 35 çын – механизаторсенчен пуçласа техника наукисен докторĕ таранах – Президент аллинчен пысăк наградăсене тивĕçнĕ. Техника наукисен докторĕ вара шăпах пирĕн ентеш – Михаил Васильевич Петров.

Вăл Чăваш патшалăх университечĕн строительство конструкцийĕсен кафедрин профессорĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, ЧПУн диссертаци канашĕн членĕ. Михаил Васильевич 1940 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхне кĕрекен Токшик ялĕнче çуралнă. 1964 çулта Хусанти химипе технологи институтне пĕтернĕ. 1972 çулхи мартăн 9-мĕшĕнченпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хурать.

Унпа пĕрлех Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕсем пулма «Сеспель» предприяти ĕçченĕсем те тивĕçнĕ. Профессорпа пĕрле тачă çыхăнура вăй хурса вĕсем çурма прицеп цистернăсен 10 тĕрлĕ конструкцине шутласа кăларса производствăна тăратнă.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика