Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ – малашлăхăн никĕсĕ

29 июня 2011 г.

Вĕренÿ – малашлăхăн никĕсĕ

Тĕллевлĕ майпа вĕренме каякансем районта кашни çулах пур. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх ятарлă документсем хатĕрлесе çак направленипе вĕренме кĕнисем каялла района ĕçлеме таврăнма шантарса район администрацийĕпе килĕшÿ тăваççĕ. Унта вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 3 çул районта ĕçлемеллине палăртаççĕ.

Çак вăхăта Чăваш патшалăх педагогика университетне тĕллевлĕ майпа вĕренме каяссине 2 выпускник пĕлтернĕ. Медицина колледжне тĕллевлĕ майпа вĕренме кĕме икĕ абитуриент направлени илнĕ. Кунсăр пуçне педагогика колледжне вĕренме каяс текенсем виçĕ çын пур.

Чăваш патшалăх университечĕн тĕрлĕ факультечĕсене тĕллевлĕ майпа вĕренме кĕме направлени илес текенсем кая юлман-ха. Ку таранччен направлени илнисенчен ытларахăшĕ медицина специальноçĕсене суйласа илнĕ. Малалла вĕренме каяс текенсен хушшинче финанспа кредит сферине суйласа илнĕ çамрăксем те пур.

Чăваш патшалăх университетне тĕллевлĕ майпа вĕренме кĕме направлени илме район администрацийĕн вĕрентÿ пайне июлĕн 20-мĕшĕччен пырса ĕлкĕрмелле.

Н. АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика