29 июня 2011 г.
«Чăваш Енри ертсе пыракан организацисем»
Чăваш Ресепубликин Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви «Чăваш Енри ертсе пыракан организацисем» рейтинг туса хатĕрленĕ. Вăл регион экономикинчи пĕтĕмĕшле ĕç туртăмне тата уйрăм структурăсенчи аталанăва тишкерме май парать.
Рейтинга калăпăшлă пилĕк кăтарту тата пахалăхлă икĕ кăтарту çине тайăнса хатĕрленĕ. Тĕрлĕ кăтартусем вăл е ку организаци республика экономикине мĕнле пай хывнине те палăртма май параççĕ.
Пирĕн районти предприятисем те çак рейтингра тĕрлĕ вырăн йышăнаççĕ:
- «Сеспель» Шупашкарти предприяти» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ – 12-мĕш вырăнта;
- Муркаш райповĕ – 36-мĕш вырăнта;
- Мăн Сĕнтĕр райповĕ – 57-мĕш вырăнта;
- «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕ – 65-мĕш вырăнта;
- «Муркашри кирпĕч завочĕ» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕ – 111-мĕш вырăнта.