Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç укçи 6,5 процент чухлĕ ÿсрĕ

29 июня 2011 г.

Ĕç укçи 6,5 процент чухлĕ ÿсрĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ июнĕн 15-мĕшĕнче «Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен укçапа пулăшса тăракан Чăваш Республикинчи патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстересси çинчен» 220 номерлĕ постановлени кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн 2011 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен укçапа пулăшса тăракан Чăваш Республикинчи патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен оклачĕ (ставки) 6,5 процент чухлĕ ÿсет.

Çакăн пек йышăнусем муниципаллă учрежденисенче ĕçлекенсен тĕлĕшпе те пулмалла.

Ĕç укçи ÿснĕ хыççăнхи окладсене учрежденире ĕçлекенсен ĕç укçи пирки калакан Положенире палăртса хумалла.

Аса илтеретпĕр, 2011 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен ĕç укçин чи пĕчĕк калăпăшĕ 4611 тенкĕпе танлашать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика