29 июня 2011 г.
Уявăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ
Çĕртме уйăхĕн 22–26-мĕшĕсенче Чăваш Енре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем иртнĕ. Регионсен хушшинчи «Регионсем – пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» XVIII курава Раççейри 28 регион тата чикĕ леш енчи 10 çĕр-шыв представителĕ хутшăннă. Федерацин 13 субъекчĕ – пĕтĕмпе 300-е яхăн экспонент – хăйсен экспозицийĕсене тăратнă. Пĕтĕмĕшле курав лапамĕ 3764 тăваткал метрпа танлашнă. Курав вăхăтĕнче килĕшÿсене алă пусса çирĕплетнĕ, малтанлăха килĕшсе татăлнă. Уйрăммăн илсен Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ 5 млн. тенкĕлĕх контракт тунă, «Агромашхолдинг» АУО – 7 млн. тенкĕлĕх.
Шупашкарти IV экономика форумĕ вăхăтĕнче 12 «çавра сĕтел», 6 сесси, 2 конференци, 2 секци, çамрăксен форумĕ тата семинар иртнĕ. Пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă. Çĕнĕ инвестор «Сувар» хăна çуртне вĕçлемелли проекта тăратнă. Çавăн пекех форум вăхăтĕнче Шупашкарта Пăр кермен тăвас тавра калаçнă. Республика кунне уявланă тапхăрта «РЖД» АУО делегацийĕ килнĕ. Калаçусем вăхăтĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕпе «Раççей чукун çулĕсем» компани хушшинче 2011–2013 çулсене Килĕшĕве алă пусса çирĕплетесси çинчен татăлнă. Виçĕ çулта 20 млрд тенкĕлĕх продукци тăратма палăртнă. «IV экономика форумĕ экономика тĕлĕшĕнчен тÿрремĕнех 40 млрд тенкĕ ытла тупăш кÿчĕ», – палăртнă Экономика аталанăвĕн министерствин пуçлăхĕ Иван Моторин.
Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестивале çĕр-шывăн 27 регионĕнчи тата чикĕ леш енчи 2 çĕр-шыври пултарулăх коллективĕсем хутшăннă. Пĕтĕм Раççейри «Ăстасен Руçĕ» IX конкурс Раççейĕн 19 регионĕнчи, çав шутра Чăваш Енри те, 49 ăстана пухнă.