Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пĕрлехи тăрăшулăх кунти ĕç-хĕле улăштармаллах»

19 марта 2011 г.

«Пĕрлехи тăрăшулăх кунти ĕç-хĕле улăштармаллах»

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.А. Калинин ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн чи малтанах В.С.Кондратьев йĕркеленĕ «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн çĕр улми хранилищине çитсе курчĕ, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ. Ял çыннине хумхантаракан ыйту вара сахал мар. Çĕр ĕçченне чи малтанах çĕр ыйтăвĕ пăлхантарать. Çак тăрăхри хуçалăх тилхепи татăлнă пирки усă курман, çум курăк ешерекен çĕр лаптăкĕ чылай пулнă. Халĕ вара ку ыйту ерипен уçăмланни курăнать. В.С.Кондратьев çав уйсене пусă çаврăнăшне кĕртес, çынсем валли ытларах ĕç вырăнĕсем туса парас тĕллевпе сухаласа хăварнă. Кунта халĕ çур акине хатĕрленес хĕрÿ ĕç пырать. Эпир пынă вăхăтра арçынсем техника юсавĕнче, хĕрарăмсем çĕр улми вăрлăхне суйланă çĕрте тимлетчĕç.

– Пирĕн валли çакăн пек ĕç вырăнĕсем тума май килнишĕн эпир савăнатпăр. Пур çын та ют тăрăха укçа-тенкĕ ĕçлесе илме каяймасть. Пĕрлехи тăрăшулăхпа кунти ĕç-хĕле улăштармаллах вĕт. Маларах выльăх-чĕрлĕх хупса усранă сарайсене те ишĕлме памалла мар, – терĕç кунта тăрăшакансем ĕç вырăнĕсем тупăннишĕн хăпартланса, малашне татах та ытларах ĕçлемеллине палăртса.

Чăнах та пĕрремĕшĕ вăл вырăнти производствăна аталантарасси пулса тăрать. Ĕç вырăнĕ пулсан çамрăксем те яла юлма тăрăшĕç. Çавăн пекех кунта С.В. Григорьев хур-кăвакал, чăх-чĕп ĕрчетекен «Фаворит» чикĕллĕ яваплăхлă общество йĕркеленĕ, ку тăрăхра майĕпен «пăр тапранни» курăнать. Пĕрлехи тăрăшулăх кунти лару-тăрăва майĕпен уçăмлатма пултарасси куç кĕрет.

Юнкă ял тăрăхĕ сакăр ялтан тăрать, кунта пурăнакансен хисепĕ пĕтĕмĕшле 2096 çын. Çĕр пайĕ илесси паянхи кун çынсем хушшинче тĕрлĕ шухăш çуратать. Хăшĕ харпăрлăха куçарассипе тимлет, хăшĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула иккĕленсе тăрать. Çапла вара 500 яхăн çĕр пайĕ тĕлĕшпе документсем хатĕрлес ĕç пырать. 800 ытла çĕр пайĕн хуçи хальлĕхе татăклă утăм тăвайман-ха. Президент хушăвĕпе вара çитес вăхăтра усă курман, хуçасăр çĕрсем пулмалла мар. Çавăнпа та ку енĕпе çитес вăхăтрах татăклă утăм тумаллах.

– Умра – çурхи ейÿ тапхăрĕ. Çакă пурне те сыхă пулмаллине систерет, кирек хăш çĕрте те ăна кĕтсе илме хатĕрленмеллине пĕлтерет. Апла пулсан уйрăм кил-çурт таврашĕнче кăна мар, урамри çăлсем, пĕвесем çывăхĕнчи шыв юххисене уçма манмалла мар. Иртнĕ çул районта çынсен пĕрлехи тăрăшулăхĕпе 50 пĕве тасатма, юсама май килчĕ, – терĕ Владимир Аркадьевич пухăннисене тимлĕрех пулма ыйтса, паян сыхă пулни, ыран хамăршăнах кирлĕ пулассине палăртса.

Инкек-синкек пулма пултараймасть тесе никам та çирĕплетмĕ. Çавăнпа та яланах асăрханулăх кирлĕ. Шел пулин те ку тăрăхра ял хуçалăх предприятийĕ саланнă, çавна май пушар машинине тытса тăрасси те йывăрлăха лекнĕ. Çынсем çине тăрса ыйтнипе, ответлă ĕçченсем тăрăшнипе ку пысăк ыйтăва татса пама май килнĕ. Ял тăрăхĕ районтан аякра вырнаçнине, пушар тухас пулсан вара пулăшу машини палăртнă вăхăтра (инкек вырăнне 20 минутран кая юлмасăр çитмелле) çитейменнине шута илсе республика пушар машини уйăрса панă. Çак кунсенчех ăна ял тăрăхне кÿрсе килмелле.

Çавăн пекех уйрăм хушма хуçалăхра сумалли ĕне тытакансем валли утă-улăм туянма патшалăх пулăшу укçи уйăрма шантарнăччĕ. Шел пулин те хальлĕхе ăна çынсем алла илме ĕлкĕреймен-ха. Çакă тата ытти хăш-пĕр ыйту канăçсăрлантарчĕ пухăннисене. Кун пирки вара Владимир Аркадьевич çапларах пĕлтерчĕ:

– Çитес вăхăтрах пулăшу укçи сирĕн счетсем çине куçмалла. Маларах шантарнă пĕр пин тенкĕ çумне татах та хушма укçа уйăрассине палăртрĕ патшалăх.

Ĕç ушкăнĕ ку тăрăхри шкула та çитсе курчĕ, ĕç коллективĕпе калаçу ирттерчĕ. В.В.Фомин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă хушăрах кунта вăй хума та вăхăт тупать. Çавна май вăл кунти ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕ. Шкулта ĕçлекенсен вара хăйсене хумхантаракан ыйтусем тупăнчĕç. Вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçлесе малашне тивĕçлĕ пĕлÿ илме хатĕрленмелле. Тин кăна шкул тенкелĕпе сыв пуллашаканăн тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме çăмăл мар. Ку тĕлĕшри ыйтусене татса пама вара вĕсене Мускаври патшалăх университечĕн Шупашкар хулинчи политехника институчĕн (филиал) директорĕ А.П.Акимов пулăшрĕ, калаçу ирттерчĕ. Çавăн пекех ĕç ушкăнĕ ытти ыйтусене те хускатрĕ.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика