19 марта 2011 г.
Канăç паман ыйтусене хускатрĕç
Тĕл пулусенче пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем ĕç тăвакан влаçсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кăçалхи çуркуннехи ейĕве йĕркеллĕ ирттерес, пушар хăрушсăрлăхне ÿстерес, тавралăха тирпей-илем кĕртес, çавăн пекех çурхи ака-суха ĕçĕсене тăвас, пушă выртакан çĕрсемпе усă курас ыйтусене татса парасси çинче чарăнчĕç.
Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен мĕнле шайра пулнине пăхса тăракан Патшалăх инспекцийĕн ертÿçи – республикăри тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ В.П. Димитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов çак кун Йÿç-касси ял тăрăхĕнче пулчĕç. Вĕсем кунти ватă çынсемпе инвалидсен интернатĕнче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче пулса унти лару-тăрупа паллашрĕç. «Ударник» хуçалăхăн отчетлă пухăвĕн ĕçне хутшăнчĕç.
РФ ПФ Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.А. Кондратьева, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, йĕркелÿпе кадр, право ыйтăвĕсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова Шетмĕпуç ял тăрăхне çитсе килчĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.П. Александров Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă май çакна палăртрĕ. Пĕтĕмпе территоринче 3 плотина пур. Пĕрне ял çыннисемех тирпейлесе пăхса тăма кăмăл турĕç. П.Ф. Серафимов пуçаруллă пулчĕ ку енĕпе. Плотинăсене ял тăрăхĕн балансĕ çине куçарма тĕллев лартнă кăçал. Çăл куçсене тасатас енĕпе Катăкуйĕнчи З.Г. Спиридонов ырă тĕслĕх кăтартрĕ.
Сăмаха тирпей-илем кĕртес ыйту çине куçарнă май Николай Поликарпович çуркуннерен пуçласа çÿп-çапа ăна тăкмалли полигона турттарма пуçлассине палăртрĕ. Çакна валли бюджетра укçа уйăрса хăварнă.
Пушар тухас пулсан (ун пекки ан пултăрччĕ) «Ударник» хуçалăхпа килĕшсе татăлса вĕсен пушар машинипе усă кураççĕ. Асăннă хуçалăхăн пушар машинипе Шетмĕпуç, Чуманкасси, Йÿçкасси, Уйкас Янасал ял тăрăхĕсенче усă кураççĕ.
– Кăçал хамăрăн пушар машинине юсаса хута ярасшăн, – тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Пушă выртакан çĕрсене хута ярассипе те кунта япăх мар ĕçлеççĕ. «Горбунов» Х(Ф)Х кăна 114 гектар çĕре ĕçе кĕртрĕ. Юлашки 100 гектар çине ку çуркунне ял хуçалăх культурисене акса-лартса хăварасшăн. Кĕркунне Ильич яч. хис. хуçалăх 150 гектар сухаласа хăварчĕ.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем çак кун Тивĕш, Шетмĕпуç ял библиотекисенче, Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче ял çыннисемпе тĕл пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, йĕркелÿпе кадр, право ыйтăвĕсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова Пĕ-рлехи информаци кунĕн тĕллевĕпе, кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе паллаштарчĕ. Пуçтарăннисене районăн кăçалхи 2 уйăхри социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Тирпей-илем ыйтăвĕ çинче чарăннă май Лилия Юрьевна:
– Муркаш районĕ чи тирпейлĕ район пулмаллах, – терĕ. – Ку вара кашни ялти кашни çын çак ĕçе мĕнле хутшăннинчен килет.
Тĕл пулура çынсем хăйсем те ялсене тирпейлес ыйтупа пурăнни савăнтарчĕ. Çуркунне çÿп-çапа графикпа килĕшÿллĕн турттарма пуçлассине пĕлсен ĕç ветеранĕ Г.М. Волкова çапла каларĕ:
– Хамăр ялта хамах йĕркеленĕ пулăттăм çÿп-çапа михĕсемпе хатĕрлесе хурассине.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Н.П. Александровăн шухăшне те илсе кăтартас килет.
–Хăш килтен çÿп-çап илсе тухнине контроллесех тăрăпăр. Мĕншĕн тесен вăл е ку çуртран çÿп-çап илсе тухмаççĕ пулсан михĕсемпе, вĕсем ăна ăçта та пулсан кайса тăкаççĕ, – терĕ Николай Поликарпович.
Ытти ял тăрăхĕсен те çакăн çинчен шутлани вырăнлă пулмалла.
Ял халăхне канăç паман ыйтусем татах та пулчĕç. «Муркаш – Тивĕш» автобус çÿреме чарăнни район центрне ĕçе çÿрекенсемпе лицея çÿрекен ачасемшĕн чăрмав кăларса тăратать. Ку ыйтупа республикăпа çыхăнса татса памаллине палăртрĕç информаци кунне хутшăнакансем. Тивĕшри ФАП ĕçĕ пирки те Тивĕшсен пăшăрханмалла мар. Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнчен тухтăрсем килсех çÿрĕç, ФАП малалла та йĕркеллех ĕçлĕ. Ял çыннисем çавăн пекех Тивĕш шкулĕн çурчĕпе туллинрех усă курсан аванрахчĕ, тесе те палăртрĕç. Участокри милицин уполномоченнăйне те вĕсем час-часах курасшăн хăйсен ял тăрăхĕнче. Çуркунне-çулла çитнĕ май шыв ыйтăвĕ те канăç памасть вĕсене. Шетмĕпуç шкулĕнче ĕçлекенсене çивиттирен шыв анни пăшăрхантарать.
РФ ПФ Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.А. Кондратьева кун йĕркинчи ыйтусем çинче чарăннă май çакна палăртрĕ. Иртнĕ çул çулла тухнă пушарсенчен 6-шĕ кăна çут çанталăк инкекĕ шутланнă. Ыттисем йăлтах çынсен асăрханусăрлăхне пула тухнă. Çавăнпа та тимлĕхе пĕр самантлăха та манмалла мар.
Çур акинче вара çĕрсене пахалăхлă вăрлăха кăна акса хăварма тĕллев лартаççĕ республикăра. Элитăллă вăрлăха республикăри Апат-çимĕç фончĕ урлă та туянма пулать. Ял çыннисен иртнĕ çул çĕр улми япăх пулнине шута илсе асăннă фонд вĕсене те пахалăхлă çĕр улмипе тивĕçтерме пултарать. Ку ыйтупа ял тăрăхĕн администрацине каймаллине пĕлтерчĕ Роза Алексеевна. Ял тăрăхĕн администрацийĕсем урлă йĕркелемелле ку ĕçе. Заявкăсем нумай пулсан вырăна килсе сутаççĕ.
Роза Алексеевна пенсипе тивĕçтерессинчи çĕнĕлĕхсем çинче те тĕплĕн чарăнчĕ. Çÿлерех асăннă ыйтусемпе пĕрлех пенсипе тивĕçтерес енĕпе те ыйтусем нумай пулчĕç.
Л.ПАВЛОВА.