16 марта 2011 г.
Ăмăрту хаваслă уяв пекех иртрĕ
Район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăрту йĕлтĕр спортне юратакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Ăмăртакан командăсем, вĕсене курма пухăннисем Çурлатринчи Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕн илемлĕ юррисене итлесе киленме пултарчĕç. Муркашри ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕнчи О.В. Григорьева хореограф ертсе пыракан ташă ушкăнĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Çурхи хĕвеллĕ çанталăк вара ирех кăмăла хăпартрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Александрович Иванов ĕç çынни йĕлтĕр йĕрĕ çине ăмăртма тухнине ырласа спортăн çак енĕ районта анлă аталанакан спорт енĕсенчен пĕри пулнине те каларĕ. Çак ăмăрту хастар, çĕкленÿллĕ кăмăл пухса малалла та вăй парса тухăçлă ĕçлеме хистенине палăртса пурне те ăнăçусем сунчĕ.
Ăмăртакансене саламлаканĕсем хушшинче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Г. Данилов, ăмăртăва пуçарса яракан В.И. Вязов та пулчĕç.
Малтанах старта ертÿçĕсем тата ĕртÿçĕсен çумĕсем тухса тĕслĕх кăтартрĕç. Пĕрисем пур вăя пухса мала тухассишĕн ăмăртнине, теприсем вара йĕлтĕр йĕрĕ çине хăйсен кăмăлне çĕклесе хавасланма тухнине чăнах та ырламалла. Епле пулсан та ку енĕпе тĕслĕх илмелли ертÿçĕсем районта чылай.
Пурĕ вара ăмăртăва 57 команда пухăнчĕ. Малтанах учительсен командисем, вĕсем хыççăн предприятисен, организацисемпе учрежденисен командисем, кайран район администрацийĕн пайĕсен тата ял тăрăхĕсен командисем йĕлтĕр йĕрĕ çине тухрĕç. Çапла майпа пĕрин хыççăн тепри пĕтĕмпе виçĕ старт пулчĕ.
Кашни стартрах пĕрремĕш-иккĕмĕш тапхăр хыççăн малти вырăнсене кам тухасси палăрчĕ.
Москакассинчи вăтам шкулăн, «Свобода» хуçалăхăн, районти шалти ĕçсен пайĕпе Ярапайкассинчи ял тăрăхĕн командисем çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăнсенче Шурчари тĕп шкулăн, «Ударник» хуçалăхăн тата Çатракассинчи ял тăрăхĕн командисем. Виççĕмĕшсем çаксем пулчĕç: Калайкассинчи вăтам шкул, «Передовик» хуçалăх тата Катькас ял тăрăхĕ.
Ертÿçĕсен чупăвĕнче старта пĕтĕмпе 40 çын тухрĕ, вăйлисем вара çаксем: Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Колесникова (1-мĕш вырăн), Шурчари тĕп шкул директорĕ Л. Кудашова (2-мĕш), Чăваш Республики тăрăх Раççейри ФНС районсем хушшинчи 6 " инспекци пуçлăхĕн çумĕ Л. Михайлова (3-мĕш), «Ударник» хуçалăхăн тĕп агрономĕ А. Васильев (1-мĕш), М. Романов уйрăм предприниматель (2-мĕш) тата «Сывлăх» ФСК директорĕн çумĕ А. Слепнев (3-мĕш).
Дипломсемпе хаклă парнесене мала тухнисем кăна мар, уйрăмах тăрăшуллă пулнисем те тивĕçрĕç. Çапла Хорнуй ял тăрăхĕнчи Т. Александровăпа Муркаш ял тăрăхĕнчи Н. Антонов спорт ветеранĕсем те парнесемсĕр юлмарĕç. Район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э. Симакова, Орининти вăтам шкул директорĕ В. Иванов та уйрăм парнене тивĕçрĕç. Спонсорсемпе судьясем пĕр шухăшлă пулса «Свобода» хуçалăх ертÿçине В. Ананьева, Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхне А. Матросова та парнесем парса чысларĕç. Муркаш ял тăрăхĕн, Муркашри тĕп больницăн, ФСК, налук инспекцийĕн тата район администрацийĕн финанс пайĕн командисем те спорт уявĕнче парнеллĕ пулчĕç. «Алмаз-Холдинг» пĕрлешÿ вара район администрацийĕн пуçлăхне Ю. Иванова тата çак ăмăртăва пуçарса яракан В. Вязова кĕмĕл медальонсем парса хавхалантарчĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ хатĕрлесе панăшăн В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулне сĕтел-пукан илме 3 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕç.
Хĕллехи сезон хаваслăн вĕçленчĕ. Умра вара ăмăртусем чылай.
Н. НИКОЛАЕВА.