16 марта 2011 г.
Сĕтел çине – паха апат-çимĕç
Сентресем çинчи т
Сĕтел çине – паха апат-çимĕç
авар хакĕ, пахалăхĕ çынсене тăтăшах калаçтарать, хумхантарать. Туянаканшăн тавар пахалăхĕ малта пулмалла вĕт. Акă çак кунсенче хаçат редакцине пĕр çыру килчĕ:
«Лавккара кăлпасси туянтăм. Анчах та ун этикетки çине ăна хăçан хатĕрлесе кăларнине çырман, сутнă кунне кăна палăртнă. Тĕрĕссипе вара кăлпассие маларахах пĕçернĕ вĕт. Этикетка çине пăхсан тавара сутнă кун ăна хатĕрленипе пĕр вăхăта килет».
А. ИВАНОВА.
Ку çыру тата тавар пахалăхĕ пирки калаçма эпĕ «Роспотребнадзор» управленийĕн территори уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕпе Глафира Григорьевна ВОРОБЬЕВĂПА çыхăнтăм.
– Тавар пахалăхĕ, хакĕ куллен тимлĕх уйăрмалли çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Эпир сутуçăсем халăха сĕнекен тавар пахалăхне тĕрĕслесех тăратпăр. Пĕтĕмĕшле илсен вара республика шайĕнче иртнĕ çул пахалăха тĕрĕсленĕ апат-çимĕç продукчĕсен 10 проценчĕ нормăпа килĕшсе тăман. Хăш чухне пахалăхсăр тавара сутлăхран пачах та пăрахăçлама, яваплисене ответ тыттарма тивет. Республикăн патшалăх ветеринари службин ертÿçи Г.Яковлев палăртнă кăтартусене илсе кăтартам-ха. Предприятисемпе пасарсенчен 75 тонна ытла аш-пăш, 2 тоннăна яхăн пулă, 0,8 тонна сĕт продукчĕсен пахалăхсăр изделийĕсене пăрахăçлама тивнĕ.
Иртнĕ çул районта апат-çимĕç чĕр таварĕсемпе продукчĕсем тĕлĕшпе 620 тĕрĕслев (проба илнĕ) ирттернĕ. 16 тĕслĕхре çитменлĕхсем тупса палăртнă, продуктсен пахалăхĕ нормăпа килĕшсе тăман. Вăл шутра 9 çитменлĕх обществăлла апатлану предприятийĕсенче, 7-шĕ Муркаш сĕт заводĕнче палăрнă.
Ку çыру авторне вара çапларах калас килет. Кăлпассие лавккана курупкасемпе кÿрсе килеççĕ. Вĕсем çинче кăлпассие хăçан пĕçерсе хатĕрленине çыраççĕ. Сентресем çине касса хунă тавар этикетки çинче саккунпа килĕ-шÿллĕн вара ăна хăш-пĕр тавар çинче палăртмасан та пултараççĕ. Ун пирки эсир сутуçăран ыйтма пултаратăр, вăл сире ăнлантарма тивĕç. Хăш чухне вара сутмалли срокĕ тухнă кăлпассие касса пысăках мар виçепе сутма пултараççĕ. Сĕнÿ – сутуçа çимĕçе хăвăрăн умра виçсе, чĕркесе пама ыйтмалла. Этикетка çинче тавар ячĕ, сорчĕ, таварăн пĕр килограмĕ тата касса хунин хакĕсем, ăна хăçан касса чĕркени, тавара хăçанччен усă курма юрани, сутуçă алă пусни кирлĕ. Нормăпа килĕшÿллĕн пысăк лавккасенче, пасарта тĕрĕслев тараси пулмалла.
Этикеткăсене, тавар тытăмĕ, сутмалли срокĕ çинчен пĕлтернине тимлĕн вуламалла. Сутуçăран сертификат тата гаранти докуменчĕсем ыйтма вăтанмалла мар.
Р. ИЛЛАРИОНОВА.