Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавар туянакана хÿтĕлемелле

16 марта 2011 г.

Тавар туянакана хÿтĕлемелле

Чи малтанхи хут çак пĕлтерĕш пирки Джон Кеннеди 1961 çулта США-ра иртнĕ конгресра асăннă, çав çулах пĕтĕм тĕнчери тавар туянакансен пĕрлешĕвĕн организацине регистрациленĕ. Вăл 72 çĕр-шыври обществăлла тата патшалăх 180 организацийĕнчен тăрать, тавар туянакана тĕрлĕ енлĕ хÿтĕлет. 1989 çулта тавар туянакансен прависене хÿтĕлекенсен пĕрлешĕвĕн федерацине йĕркеленĕ. Федерацие антимонополи комитечĕ, санэпиднадзор, патшалăх стандарчĕ тата ыттисем те кĕнĕ. 1992 çулта Раççей пĕтĕм тĕнчери тавар туянакансен прависене хÿтĕлемелли куна паллă тума пуçланă, «О защите прав потребителей» саккуна йышăннă. Тивĕçлĕ саккун пулăшăвĕ тавар туянакана суту-илÿре питĕ кирлĕ. Çапла вара тавар туянакана халĕ сакăр тĕрлĕ права хÿтĕлет. Кăçал çак кун «Потребитель за честные финансовые услуги» девизпа иртет.

Муркаш районĕ те тавар туянакансен прависене хÿтĕлемелли куна халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕ. Çавна май суту-илÿ тĕлĕшĕнчи тĕрлĕ ыйтусемпе шăнкăравласа пĕлтерме «шанăç телефонĕ» йĕркеленĕ, унăн номерĕ 62-3-89. Мартăн 6-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш ял тăрăхĕсенче уяв иртрĕ. Унта «Икерчĕ хăналăвĕ» конкурс пулчĕ. Тутлă апат-çимĕç ăстисем 18 тĕрлĕ икерчĕ пĕçерсе сăйларĕç. Çапах та Шомикри кафе ĕçченĕсене çитекенни пулмарĕ, вĕсен икерчисем хăйне майлă селĕм пулчĕç. Ăстаçăсем асăнмалăх парнепе диплома тивĕçрĕç.

Э. СИМАКОВА,

экономика пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика