16 марта 2011 г.
Ÿсĕмсен çулĕнчех Исетерккĕсем
Черетлĕ ял хуçалăх çулĕн икĕ уйăхĕ иртрĕ. Çĕр ĕçченĕ унчченхи çулталăка пĕтĕмлетет, мĕн тунине тишкерсе малашлăх планĕсене уçăмлатать. Паян районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче отчетпа суйлав пухăвĕсен тапхăрĕ пырать. Рынок хутшăнăвĕсенчи экономика улшăнăвĕ çакна çирĕп ответлăхпа тума ыйтать.
Иртнĕ эрне кун çак ответлă ĕçе Чкалов яч. хис. хуçалăх ĕçченĕсем туса ирттерчĕç. Мĕнле ĕçлерĕç-ха пĕлтĕр Исетерккĕсем; Çак ыйту çине пухăва ячĕшĕн тухман хуçалăх ертÿçи те, тĕп специалистсем те пĕлтĕрхи ĕçсене тишкерсе тĕплĕ хурав пачĕç, мĕн тата мĕнле ĕçленине кура умри плансене палăртрĕç, тĕллевсене ăнăçлăрах пурнăçлама майсем пуррине сÿтсе яврĕç.
Пĕлтĕрхи çанталăк условийĕсем шăрăха пула уйрăмах пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕç пулин те паянхи ĕçе ырана хăварманнисене лачакана путармарĕ. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах аталану çулĕпе утакансем хушшинче Чкалов яч. хис. хуçалăх та пур.
Ĕç кунĕсенче Исетерккĕсем кашни сехетпе тулăх усă курас тĕллевпе çăмăл мар çанталăк условийĕсенче те пĕлтĕр тулли вăй-хăватпа тата агротехнологие пăхăнса çур аки ирттерчĕç, акнă-лартнă культурăсене çум айне пулма памасăр сăтăрçăсенчен асăрхаса пăхса ÿстерчĕç, паха утă пуçтарчĕç, выльăх апатне вăхăтра та çителĕклĕ хатĕрлерĕç. Çакăн пек тăрăшулăхпах пысăк лаптăксем çинче вырма ирттерчĕç, хирсене кĕрхи культурăсем акса хăварчĕç. Хăйсем пурнăçламасан умри ĕçсене никам та туса парас çуккине Исетерккĕсемпе Анаткас Апашсем аван ăнланаççĕ. Вĕсем пĕлтĕр 700 гектар ытла лаптăк çинче ÿстернĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене тирпейлĕ пухса илсе кĕлете кĕртсе хучĕç. Куç шăрçине сыхланă пек пăхса ÿстернĕ пурлăх шăрăх çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсенче те производствăна питех чакарса яма памарĕ.
Пĕрлехи тăрăшулăхпа хуçалăх ĕçченĕсем виçĕм çулхи сенаж масси çумне пĕлтĕр 325 тонна хушрĕç, обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли 132 тонна утă янтăланипе пĕрлех ăна хуçалăхра ĕçлекенсемпе ял çыннисемшĕн 130 тонна вăхăтра пуçтарса типĕтрĕç. Унчченхи çулсенче те малашлăха пăхса ĕçленĕ хуçалăх шăрăх çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене çĕнме маларахри вăхăтра хатĕрленĕ тата пĕлтĕрхи вырмари улăма, утăна, сенажа 2 миллион ытла тенкĕлĕх районти хуçалăхсемпе çынсене сутрĕ. Пĕрлехи тимлĕхе кура хуçалăх хĕл каçма условнăй выльăх пуçне 28 центнер выльăх апачĕ хатĕрлеме пултарчĕ. Апат пуррине кура кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Исетерккĕсем мăйракаллă шултра выльăхсен йышне виçĕм çулхинчен 62 пуç хушса (районта иккĕмĕш кăтарту) 208 пуçа çитерчĕç. Вăл шутра ĕнесем 66 пуç (2009 çулхинчен 5 пуç ытларах). Çакă пулса тăрать те хĕл кунĕсенчи тухăçпа экономика тĕрекĕн никĕсĕ.
– Юптарури пек çуллахи илемлĕ кунсене юрласа та выляса ирттерсен хĕл кунĕсенче савăнăç валли вырăн юлманнине ăнланатпăр тата ялан производствăпа экономика планĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме тăрăшатпăр, – палăртрĕ хăйĕн отчетлă сăмахĕнче кооператив ертÿçи Павел Геннадьевич Ефимов. Çакă вăл нумай цифрăсемлĕ тулли докладăн шăнăрĕ пулчĕ.
Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе Чкалов яч. хис. хуçалăх уй-хир тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илсе унпа сутă туса виçĕм çулхинчен 2,5 миллион тенкĕ ытларах (10 миллион тенкĕне яхăн) укçа тума мехел çитерчĕ. Кунта таса тупăш пирки каласа хăварни те вырăнлă пулмалла. Вăл пĕлтĕр Исетерккĕсемпе Анаткас Апашсен 900 пин тенкĕне яхăн пулнă. Хуçалăхра вăй хуракансен вăтам ĕç укçи те районта пысăккисен шайĕнче: 6722 тенкĕ.
– Мĕн пурнăçлани тухăçлă ĕçлеме пирĕн майсем татах пуррине çирĕплетет. Куллен укçа паракан фермăсенче пĕлтĕр юсав ĕçĕсем нумай ирттернипе пĕрлех кăçал сĕт пăрăхне те çĕннине хута ярсан продукци пахалăхĕ те, тупăш виçи те ÿсессе шанатпăр. Çакна валли ĕçлекенсен кăмăлĕ те пысăккине курса тăратăп, – терĕ Павел Геннадьевич отчетпа суйлав пухăвĕнче хăйнех малалла ĕçлеме, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме пуху пĕр саслă шаннишĕн тав тунă май. Умри тĕллевсене лайăх курса тăни вара кунта паянхи пулăм мар.
Хуçалăхра пĕлтĕр кашни ĕне пуçне 4 пин ытла килограмм сĕт сунă. Малта пыракан хуçалăхсем çав хушăрах 6 пинлĕ чикĕ урлă иртни Исетерккĕсене малалла чĕнекен йыхрав пулнине йышăнса председатель ăна хуçалăхăн тĕп тĕллевĕ тесе палăртрĕ. П. Ефимов сăмахĕнчен çĕнĕ сĕт пăрăхĕ хуçалăхри ĕçсене ресурс перекетлемелли технологи çине куçармалли тĕллевĕн пуçламăш утăмĕсем пулни те яр уççăн курăнчĕ.
Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В. Калинин хутшăнчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Владимир Аркадьевич Чкалов яч. хис. кооператив районта ырă малашлăхпа ĕçленин тĕслĕхĕ пулнине тĕрлĕ кăтартусемпе çирĕплетрĕ.
Пĕтĕм ĕçе критикăлла пăхса тухса хуçалăх ĕçченĕсем иртнĕ çулхи ĕçсене «вăтам» хак пачĕç. Уставпа килĕшÿллĕн пĕрлехи пухура хуçалăх ертÿçипе пĕрлех правлени тата сăнав канашĕсене суйласа хăварчĕç.
А. БЕЛОВ.