Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Соцпакет пиркиех

16 марта 2011 г.

Соцпакет пиркиех

– 2010 çулхи ноябрь уйăхĕнче эпĕ инвалид пулса тăтăм, манăн кÿршĕ вара – 2011 çулхи январьте. Соцпакета эпир çăмăллăхсемпе илсе тăратпăр. Соцпакетпа усă курма пăрахасси пирки пирĕн 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла пулать-и;

– Заявлени çырма пултаратăр. Анчах та вăл 2012 çултан тытăнса кăна вăя кĕрет. Мĕншĕн тесен куçăм тапхăрĕ пур. Вăл уйăхсерен укçан тÿлессине 2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен палăртнисене кăна пырса тивет. Енчен те вара соцпакетпа усă курмалли ирĕке çав дата иртсен панă пулсан унчченхи йĕрке вăйра пулать – соцпакет енĕпе заявление 2012 çул валли 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр памалла.

– Манăн асанне – вăрçăра вилнĕ салтакăн тăлăх арăмĕ. Соцпакетпа пачах усă курмасть вăл. Анчах та нумаях пулмасть унăн сывлăхĕ самай хавшаса кайрĕ, тÿлевсĕр эмелсем кирлĕ пулчĕç. 2010 çулта асанне соцпакетăн медицина пайĕпе çăмăллăхсемпе усă курасси пирки заявлени çырса пачĕ. Анчах та ватлăх çулĕсене кура вăл санаторие нихăçан та кайма килĕшес çук. Асанне санатори вырăнне укçан илме пултарать-ши;

– Пултарать. Çавна валли унăн 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен Пенси фончĕн вырăнти управленине пымалла, соцпакетăн санаторипе курорт пайĕпе усă курас марри пирки заявлени çырса памалла. Заявлени панă хыççăн тепĕр уйăхран тытăнсах вăл уйăхсерен санатори вырăнне 84 тенкĕ илме тытăнĕ.

Сăмах май ватлăх çулĕсене пула хăйсем пырса çÿреймен тата пĕччен пурăнакан ватăсем патне Пенси фончĕн специалисчĕсем хăйсем те пыма пултараççĕ. Çавна валли Пенси фончĕн управленине тÿрĕ лини телефонĕпе шăнкăравламалла кăна.

– Эпĕ 2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕчченех соцпакетпа усă курма пăрахрăм. Апрелĕн 1-мĕшĕччен манран заявлени йышăнĕç-и;

– Апрелĕн 1-мĕшĕччен соцпакетăн эмел тата санаторипе курорт пайĕсемпе усă курма пăрахасси пирки кăна заявлени çырма пулать. Саккун транспорт пайне пырса тивмест. Соцпакетăн транспорт пайĕпе усă курас марри пирки заявление 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен пама пулать, вăл 2012 çултан тытăнса вăя кĕрет.

Пенси фончĕн районти управленийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика