Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăхăр вуннăра та – пурнăçпа тан

16 марта 2011 г.

Тăхăр вуннăра та – пурнăçпа тан

Кăçалхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шурча шкулĕнче нумай çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, кайрантарах ĕç урокĕсене ертсе пынă Федор Васильевич Савельев 90 çул тултарчĕ.

Ф.В.Савельев учителе вара Шурча таврашĕнче пĕлмен тата палламан çын çук та пулĕ. Вăл 57 çул хушши Шурчари шкулта вăй хунă. Унăн пултарулăхĕ, çитĕнĕвĕсем пирки каласа та пĕтерес çук. Хăй ĕç ĕмĕрне сумлă вĕрентекен йăлтах çынсене, ачасене пилленĕ. Алли унăн «ылтăнран» пулĕ, кирек епле ĕçе те вĕçне çитерет.

Шкулта 1990 – 2001 çулсенче ĕç урокĕсене ертсе пынă май вăл ачасен вăйĕпе шкулăн кивĕ çуртне тĕпрен çĕнетнĕ. Ачасем валли столовăй йĕркеленĕ. Вăл ертсе пынипе ачасем тĕрлĕрен япаласем туса ял халăхне сутнă. Унсăр пуçне Федор Васильевич пуçарнипе шкулта тĕрлĕ ĕç пÿлĕмĕсем йĕркеленĕ. Унăн тăрăшулăхĕпех шкул пахчи çĕкленĕ, унта халĕ 200 яхăн çырла тĕмми ÿсет. Ял халăхне те тĕрлĕ çырла хунавĕ сутнă, шкул столовăйĕ валли апат-çимĕç туянма пулăшнă.

– Ĕçлемесĕр ларма пултараймастăп, – тет вăл тăтăшах тĕрлĕ ĕçпе аппаланма хăнăхнăскер. Хисеплĕ вĕрентекен ÿсекен ăрăва ĕçчен те сăпайлă, малашлăхра тĕрĕс çул-йĕрпе утма вĕрентет.

Федор Васильевич хăй ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ. Вĕсем вара ăна ырă тĕслĕх вырăнне хунă, çĕр-шывшăн усăллă çынсем пулнă. Хĕрĕ Люба Хусанти химипе технологи институтĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те тĕп технолог тивĕçне пурнăçлать. Ывăлĕ Владимир Шупашкарти Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, инженер профессине алла илнĕ. Вĕсен ĕçри тăрăшулăхне Хисеп грамотисем çирĕплетеççĕ. Ватта сума сăвакан – хăй те сумлă пулакан, теççĕ халăхра. Çакна вара Савельевсем пиркиех каланă. Ачисем Федор Васильевич патне килсех тăраççĕ, кил-çурт таврашĕнче ĕçлесе пулăшаççĕ.

Хисеплĕ Федор Васильевич! Сире сума суса 90 çулхи юбилейпа чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăçăн тумхахлă та анлă çулĕпе, йывăрлăхсене çĕнтерсе шанчăклă утса пыма чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, чăваш тĕрриллĕ сурпан пек вăрăм, пархатарлă кун-çул, çăл куç пек тапса тăракан вăй-хал, иксĕлми телей сунатпăр. Ĕмĕт-тĕллевÿсем яланах пурнăçланса пыччăр.

Шурча шкулĕнче сирĕн пек пултаруллă учитель ĕçленишĕн мухтанатпăр, пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулнишĕн савăнатпăр.

Шурча шкул коллективĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика