16 марта 2011 г.
Йĕркене ял халăхĕпе пĕрле тумалла
Турай ял тăрăхĕнче кĕçнерни кун профилактика кунĕ иртрĕ. Ытти çĕрти пекех унта хутшăнакансем ушкăнсене пайланса ĕçлерĕç. Çак кун пĕтĕмпе милици ĕçченĕсем право йĕркине административлă майпа пăснăшăн 9 протокол çырчĕç. Татса памалли ыйтусем вара кунта та çук мар. Профилактика кунне хутшăнакансем кĕрсе тухнă кашни çемьеренех пуçланать вăл.
«Ачана эрехпе улăштармастăп»
Эрех тени пурне те танлаштарать пулас. Килте ÿсĕрле «йĕрке» тума пуçланă чухне çакна ачасем те курса ÿснине шутламаççĕ çав. Ку тăрăхри пĕр çемьере те кин сыпкалама юратать. Çав сăлтава пула районти çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссинче учетра тăрать. Ахаль те йĕркеллех мар хутшăну вара ывăл Мускава ĕçлеме тухса кайсан татах та хĕрсе çитет пулмалла: пукансене çавăрса çапни те, ытти те йăлтах ачасен куçĕ умĕнче пулса иртет. Профилактика кунĕнче хĕрарăм урăччĕ: ăна итлес пулсан унран «çветтуй» хĕрарăм çук. Малашне чăннипех те çапла пуласса шанас килет.
Хĕр çуралсан сахалтарах проблема пулать теççĕ хăшĕсем. Тĕрĕс воспитани парса ÿстермесен хĕрĕ те, ывăлĕ те пĕрех пуль çав. Ку тăрăхри ватă мăшăр та хĕрĕнчен телей курмарĕ. Куккук пурнăçне кăмăлларĕ хĕрĕ. Хăйĕн хĕрне тивĕçлĕ анне пулма вĕрентсе ÿстереймерĕ. Амăш ăшшине туйса ÿсмен хĕрĕн хăйĕн ачисем çав нушана ан курччăр тесе тăрăшмалла пек. Пурте апла мар иккен. Хĕрĕ те амăш çулнех суйларĕ: пĕр ачине Улатăрти пĕчĕк ачасен çуртне ăсатрĕ. Теприне вара çамрăк хĕрарăм хăйĕн кукамăшĕпе тата кукашшĕпе хăварса Шупашкара ярăнтарнă. Пĕр кун маларах кайнăскер профилактика кунĕнче те килте марччĕ. Мĕн сăлтавпа кайнине ватăсем пĕлмеççĕ.
– Кăна та ача çуртне памаллаччĕ, – чĕре шăнса каймалла сăмахсене каларĕ ватă хĕрарăм. Хытах тарăхаççĕ пулас пурнăç тума шутламан мăнукĕ çине.
Çатракассинчи çемьере вара 2 ача амăшĕ килте çукчĕ. Ял хушшинче тирпейлĕ те яп-яка тăхăнса çÿрекен хĕрарăм килте пĕр çÿппе те вырăнтан хускатманни палăрчĕ. Ку çуртра хĕрарăм пурăнать теме йывăр. Ку çеç-и; Килте пĕр пĕрчĕ кĕрпе, макарон та – çимелли нимĕн те çукчĕ. Ăçта çÿрет икĕ ача амăшĕ; Мĕн çитерет вăл ачисене шкултан килсен, кăна никам та калаймарĕ.
– Хура çăкăр çиетпĕр, – терĕ упăшкин сывлăх енчен хавшак шăллĕ.
Анчах пĕр çăкăр татăкĕ те ниçта та курăнмарĕ.
Ку çемьери лару-тăрăва Çулаври куккук-амăшĕ ачине упăшкипе пăрахса хăварса «вĕçсе кайнă» çемьепе танлаштарас килет. Арçыннăн килĕнче тип-тирпейлĕ, урайĕ те çап-çутă, çимелли те хатĕр.
– Ачана эрехпе улăштармастăп, – терĕ арçын.
Çак сăмахсене çак ялти час-час эрех сыпкалакан мăшăртан та (профилактика кунĕнче вĕсем урăччĕ), хăйсен тăван ачисене манса, «юлташсемпе» эрех ĕçекен хĕрарăмсемпе арçынсенчен те илтес килет.
– Çынна ĕç кирлĕ, – терĕ ял тăрăхĕ çумĕнчи çемьесемпе ĕçлекен комисси членĕ, Турай шкулĕнче ачасене вĕрентекен З.П. Григорьева. – Килти хушма хуçалăхрах укçа туса илме пулать. Эпир 2 ĕне усратпăр. Сĕт сутсах уйăхне 15 пин тенкĕрен кая мар тупăш тăватпăр.
Çак шухăша ăша хывсан тем пекехчĕ эрехе иленнĕ тата «хитре» пурнăç шыракан амăшĕсен, ашшĕсен. Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ май çÿлерех асăннă çимелли ним те çук çемьене кашни эрнерех кайса çÿреме калаçса татăлчĕç.
Пĕтĕмлетÿ вырăнне
Пĕтĕм проблема эрех ĕçнинчен пуçланать çав. Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ чух районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.И. Плечов эрехпе иртĕхекенсемпе кĕрешессине вăйлатмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех малтан судпа айăпланнисене те куçран вĕçертмелле мар. Мĕншĕн тесен преступленисенчен ытларахăшĕ эрех ĕçнипе пулать. Турайсенчен та пăрăнса иртмест çак проблема. Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн ертÿçи В.А. Григорьев каланă тăрăх кăçалхи 2 уйăхра кăна милицин участокри уполномоченнăйĕ эрех ĕçсе обществăлла вырăнта çÿре-нĕшĕн, ÿсĕрле пĕчĕк хулиганла ĕçсем тунăшăн 36 протокол çырнă. Ку вăл çак тăрăхра пурăнакансен йышĕн 1,5 проценчĕ пулать. Тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума хистет ку цифра. Аслисене кура кĕçĕннисем те эрех черккине алла илме пуçлаççĕ. Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ май районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделенийĕнче учетра тăракан пĕр шкул ачине сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех – эрехпе пуçа минретсе килте «çил-тăвăл» кăларнă 3 арçынна.
Февралĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 15-мĕшĕччен «Милици тата ачасем» акци иртрĕ. Çавна май районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделенийĕн ертÿçи М.А. Конузина тата районти тĕп больницăн нарколог-психотерапевчĕ Л.М. Иванова Турай шкулĕнче ачасемпе тĕл пулса профилактика калаçăвне ирттерчĕç.
Çакна палăртса хăвармалла, профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ çĕре хутшăнакансем, ял старостисем, депутатсем вырăнти татса памалли ыйтусенчен пăрăнманни пĕр ял тăрăхĕнче пĕрлех ĕçлемеллине ăнланни палăрчĕ. Анчах ял-йыш сахал пуçтарăннăччĕ. Çакăн пек мероприятисене кăна мар, профилактика ĕçне ял халăхне активлă явăçтармалла.
Л. ПАВЛОВА.