16 марта 2011 г.
Пĕчĕк бизнес епле аталанать?
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство секторĕ мĕнле аталаннине палăртма Патшалăх статистикин федераллă служби 2011 çулта асăннă сектор субъекчĕсем тĕлĕшпе пĕр пĕтĕм статистика тĕрĕ-слевне ирттерет. Кун пек мероприятие пуçласа ирттереççĕ. Унăн пĕлте-рĕшĕ çавăнта. Унччен пĕчĕк бизнес аталанăвне хакланă чухне шут кăтартăвĕсене кăна шута илнĕ пулсан малашне пахалăх кăтартăвĕсене шута илĕç. Çакă аталанăвăн малашлăх задачисене уçăмлатма, патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕрех усă курма май памалла.
Пирĕн Муркаш районĕпе 821 уйрăм предпринимателе, 135 пĕчĕк тата вăтам предприятие тĕрĕслемелле. Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне вара статистика тĕрĕ-слевĕн формисене 782 предпринимателе, 120 пĕчĕк тата вăтам предприятие ярса панă. Ку вăл 95,25 тата 88,89 процент пулать. Кунта çакăн пек проблема тухса тăрать. Ытларах чухне хăш-пĕр представительсем ăçта вырнаçнине палăртма май çук. Çавна май вĕсен адресĕсене палăртассипе, пĕчĕк предприятисенчен пуринчен те отчетсене йышăнса пĕтерессипе ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тивет.
Вĕсем çак ĕç пĕлтерĕшне тĕрĕс ăнланасса шанатпăр.
Э. СИМАКОВА,
район администрацийĕн экономика пайĕн
пуçлăхĕ.