Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурăнмалли çурт-йĕр – 2011»

16 марта 2011 г.

«Пурăнмалли çурт-йĕр – 2011»

Çанталăк çуркунне еннелле сулăннă май ăшă кунсем пуçланиччен те нумаях вăхăт юлмасть. Ку вара каллех çуркуннехи типĕ курăкпа, шăрăх çанталăкпа çыхăннă. Ун пек лару-тăрура пушар хăрушлăхĕ ÿсни пирки ытлашши калама та кирлĕ мар. Çакна шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Район территорийĕнче «Пурăнмалли çурт-йĕр – 2011» профилактикăпа надзор операцийĕ ирттересси çинчен» йышăну кăларчĕ. Вăл 2 тапхăрпа иртĕ: пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ – çу уйăхĕн 31-мĕшĕ; авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ – раштав уйăхĕн 25-мĕшĕ.

Çак операци вăхăтĕнче пушар хурал ĕçченĕсем, вырăнсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ял çыннисемпе ăнлантару, вĕрентÿ ĕçĕсем, кивĕ электропроводкăсене улăштарассипе тата кăмакасемпе мăрьесене вăхăтра юсассипе калаçусем ирттерĕç.

Паянхи куна вара районта пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă лару-тăру çапларах. Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне Муркаш енре пурĕ 12 пушар пулчĕ, ирĕке кайнă çулăм 2 çын пурнăçне татрĕ. Танлаштаруллă пăхсан пĕлтĕр çак тапхăрта пулнă 13 пушарта 1 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнăччĕ.

Пушартан кашниех тĕплĕ сыхлансан унăн инкекĕ те пысăк пулмĕ тата унран пăрăнса иртме те çул уçăлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика