Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици хроники

23 июня 2011 г.

Милици хроники

Çын çине алă çĕклекенсем

Хăш-пĕр арçын хăйне мирлĕ пурнăçра та вăрçă хирĕнчи евĕр туять пулас, тепĕр çын çине алă çĕклеме те пултарать. Акă Кив Матьăкра пурăнакан 1967 çулта çуралнă арçын Москакассинчи хваттерлĕ çуртра пулнă. Унта вăл хăйĕнчен самай аслă хĕрарăмпа хирĕçÿ кăларать, анчах та пÿтсĕр çакăнпах çырлахмасть. Тискер кайăк туйăмĕ çавăрса илнĕ арçын хĕрарăма пĕр шелсĕр çапать. Халĕ вара ку тĕлĕшпе йĕрке хуралçисем тимлеççĕ.

Çавăн пекех Муркаш салинчи Заводская урамра пурăнакан 41 çулхи арçын та арăмĕпе хирĕçÿ кăларать, ун çине алă çĕклет, хăй «чăн-чăн арçын» пулнине çирĕплетме шутланă-ши; Çитес вăхăтра вара ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарас ыйту тăрать.

Ют çын пурлăхне ан хапсăн

Ют çын пурлăхĕ çине куç ан хыв теççĕ халăхра. Анчах та ăна-кăна ăнкарайман пĕр арçын урамра ларакан МТЗ – 1523 трактор кантăкне ватса çĕмĕрет. Мĕнпе чăрмантарнă-ха Шупуç ялĕнче пурăнакан арçынна кустăрмаллă урхамах. Çапла вара ют пурлăха ватакан тепĕр çынна 10000 тенкĕ чухлĕ тăкак кÿнĕ. Халĕ вара тен ÿкĕнет те пулĕ хăй пÿтсĕр ĕçĕшĕн, анчах та кая мар-ши;

Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика