23 июня 2011 г.
Следстви комитетĕнчен
80-ран иртнĕ кинемей-сутуçă
Ватă çын тăватă çын теççĕ халăхра, çак каларăша паллах унăн ырă енĕпе çыхăнтарса каланă. Апла пулсан ватă çын ырă ĕç кăна тума пултармалла пек, анчах та пурте пĕр мар иккен.
Акă Мăн Шашкар ялĕнчи Совет урамĕнче пурăнакан 80 çултан иртнĕ кинемей хаяр шĕвекпе услам туса мул пухма пикеннĕ пулас. Вăл хăй хуçалăхĕнчен 50 тенкĕпе наркăмăшлă спирт пур шĕвек сутма та именмен. Услам тума янтăланă наркăмăш этил спиртĕнчен, çавăн пекех сиенлĕ ытти микрохутăшран, вăл шутра ацетон тата ытти сиенлĕ хутăшран тăнă. Çапла вара ятарлă тĕпчев ку алкоголь продукцине пахалăхсăр, тавар туянакан пурнăçĕшĕн хăрушă тата сывлăхшăн сиенлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Халĕ вара ку ĕç тĕлĕшпе йĕрке хуралçисем çине тăрсах тимлеççĕ.
Çапла вара 80-ран иртнĕ кинемей хăйĕн пÿтсĕр ĕçĕпе таса ятне вараларĕ, преступлени турĕ. Кирлех пулнă-ши ăна, пурнăç нушине самай чăтса ирттернĕскерне, ватлăх кунĕнче çак ĕçпе вараланма;
Эрех сутнипе муллă пулаймăн
Эрех – çемьене аркатаканĕ, юратупа телее таптаканĕ, ача-пăчана савăнăç вырăнне куççуль кăлараканĕ. Апла пулсан мĕншĕн-ха ăна сутакан çын теприне кĕленче савăта хуйхă-асап тултарса сутать, хăй кĕсйине вара самай хулăнлатать. Çавăн йышшисем тивĕçех-ши ырă сăмаха, çепĕç туйăма;
Тепĕр сутуçă вара Мăн Сĕнтĕр салинчи Çĕн урамра пурăнать. 70 çултан иртнĕ хĕрарăм сутнă шĕвек те сывлăхшăн хăрушă. Сутлăхри шĕвек сиенлĕ микрохутăшран, вăл шутра фенилэтанолтан тата ытти сиенлĕ хутăшран тăнă. Ку вăл пĕр кун сутнă эрех. Килти лавкка вара унăн тăтăшах ĕçленĕ, тĕрлĕ наркăмăш салатнă.
Тепĕр кун сутнă шĕвекре бензальдегид, кротональдегид пулнă. Куратăр ĕнтĕ усламçăсем мĕн сутнине. Çак наркăмăшсемпе сиенленсе сиплев учрежденийĕсене лекекенсемшĕн сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклама тивет тата. Нивушлĕ наркăмăш сутаканĕ те, туянаканĕ те сывлăх чи пысăк тупра пулнине шута илмест. Ку сутуçă тĕлĕшпе те халĕ йĕрке хуралçисем тимлеççĕ.
В. Долгов,
уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсен следователĕ,
юстици капитанĕ.