Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачăрсен пурнăçне упрăр

23 июня 2011 г.

Ачăрсен пурнăçне упрăр

Наркомание хирĕç кĕрешесси пĕтĕм тĕнчери обществăшăн, кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен унăн сиенĕ ытла та вăйлă, ытла та пысăк.

Наркотикпа ытларах çамрăксем усă курса иртĕхеççĕ. Паллах, çамрăксемшĕн урамри пурнăç питĕ илĕртÿллĕ: тутанса пăхма юраман çимĕç ытла та нумай-çке паян. Вĕсенчен чи хăрушши вара – наркотик. Апла ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене çак серепене лекесрен мĕнле сыхламалла-ха; Мĕн çине тимлĕх ытларах уйăрмалла; Ăçтан пĕлмелле-ха ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачи унпа усă курнине; Çак çула мĕнле пÿлмелле;

Ашшĕ-амăшĕн ача хăйне мĕнле тытнине асăрхаса, вăл камсемпе туслашнине пĕлсе тăмалла. Ачана хăвăрăн çунат айĕнчен кăларса яриччен пурнăçри тĕп хаклăлăхсем мĕнлисем иккенне вĕрентсе çитермелле. Çирĕп сывлăхлă пулсан çеç пурнăçри савăнăç-телее туйма пултарнине ăнланса илме пулăшмалла. Ачапа наркотиксемпе усă курнин сиенлĕ енĕсем пирки калаçма ÿркенмелле мар. Наркомансенчен чылайăшĕ çамрăклах вилнине, организм çав тери хавшакланнипе тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешейми пулассине, наркомансен сывлăхлă ачасем çуратма пултарайманнине каласа ăнлантармалла. Ачăра кирлĕ вăхăтра «çук» теме хăнăхтармалла.

Хăвăрăн ачăрсене наркотиксемпе усă куракан тăван-пĕлĕшрен хăтарма тăрăшăр. Уйрăмах тин çеç усă курма пуçлаканнисенчен. Мĕншĕн тесен çакăн пек çынсем наркотика пĕрре тутанса пăхатпăр та урăх унпа усă курмастпăр тесе шутлаççĕ. Анчах та пĕрре çак серепене лексен унран хăтăлма питĕ йывăррине ăнланмаççĕ. Наркотик тутанса пăхнă юлташсен калаçăвĕ те сирĕн ачашăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Ача наркотикпа усă курнине мĕнле пĕлме пулать-ха; Ача наркотикпа усă курать пулсан унăн организмĕнчи ылмашу процесĕсем тĕпрен улшăнаççĕ. Çавăнпа пĕрлех çамрăкран йывăр шăршă кĕме пултарать. Ку вăл ацетон е растворитель шăрши. Алă çинче е урăх вырăнсенчи укол хыççăнхи йĕрсем пуррине асăрхама пулать. Куç шăрçисем пысăкланаççĕ е пĕчĕкленеççĕ, куçĕсем хĕрелсе тăраççĕ. Ачан хăйне тытасси те улшăнать: вăл е пĕрмаях кулать, е пĕрмаях çилленчĕклĕ çÿрет.

Ачан аппетит та пăсăлать. Унăн е çиес килмест е хирĕçле – вăл ытла нумай апатланать. Пылак çимĕç ытларах çиме пуçлать. Е çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрайманнипе аптăрать, е тата унăн пĕрмай çывăрас килет. Вăл час-часах чирлет, мĕншĕн тесен унăн иммунитечĕ хавшать.

Ачара суяс йăла çуралать. Вăл шкулти уроксене çăмăллăнах сиктерме пуçлать. Малтанхи интерессем пĕтеççĕ.

Юлташсем улшăнчĕç пулсан та, килте укçа е ытти хаклă япаласем çухалсан е «тупăнсан» та ашшĕ-амăшне шухăша ямалла. Маларах пулман пĕчĕк кĕленче-савăтсем, шприц, резин жгут тата çаксене евĕр ытти хатĕр кил таврашĕнче «пурăнма» пуçлани те хăрушлăх пиркиех пĕлтерет.

Çавăнпа та ыйтусем çуралсан пĕр именсе те тăхтаса тăмасăрах специалистсенчен канаш ыйтмалла. Хăвăрăн ачан пурнăçне упраса хăварма тăрăшмалла.

Л. Иванова, нарколог врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика