23 июня 2011 г.
Республикăри чи пысăк ĕне ферми-комплексĕнчен пĕри Муркаш районĕнче пулать
Ĕнерхи кун пирĕн районшăн паллă кун пулчĕ. «АФ «Путь Ильича» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра 500 пуç ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ ферма, сĕт сумалли оборудованин блокĕпе пăрулаттармалли уйрăм никĕсне хывса хăварчĕç. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ С.В. Павлов хутшăнчĕ.
Ферма тума пуçланине халалланă мероприятие вăрçăра вилнисене асăнса шăп тăнă самантпа уçнă хыççăн «АФ «Путь Ильича» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ О.А. Дельман çакна палăртрĕ. Асăннă проекта пурнăçлама Чăваш Республикин Президенчĕ, Министрсен Кабинечĕ, Ял хуçалăх министерстви, Муркаш район администрацийĕ пулăшнипе пурнăçлама пуçланине каларĕ.
– Çак событи Муркаш районĕшĕн те, Чăваш Республикипе Раççейшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланать. «АПК аталантарасси» наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре тунă черетлĕ пысăк утăм ку, – терĕ Олег Александрович.
Вăл палăртнă тăрăх фермăра паянхи кун ыйтакан оборудовани пулать: ĕнесене тытмалли сарайĕнчен пуçласа пĕтĕлентермелли, пăрулаттармалли уйрăмсем таранах. Кунта Америкăри, Израильти, Японипе Голландири пек ĕнесене кăкаркăçсăр тытмалли йĕрке пулать. Ăратлă пушмак пăрусем туянассипе предприяти Беларуç Республикипе, Вологда, Киров облаçĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме палăртать. Сĕтрен продукци хатĕрлес ыйтупа та ĕçлеççĕ кунта. «Муркашри сĕт-çу завочĕ» акционерсен уçă обществине реконструкцилеме палăртаççĕ.
Сĕт туса илес енĕпе çеç мар, аш туса илессипе те ĕçлес тĕллев лартнă кунта. Ку енĕпе выльăх апатне туса илме çĕр туянас ыйтупа тимлеççĕ.
Çак пысăк комплексăн пĕрремĕш пайне кăçалхи октябрь уйăхĕнче вĕçлесе хута яма палăртнă. Çакна валли 185 млн. тенкĕ тухса каять. Çитес çул тепĕр çакнашкал пысăк сарай тусан пĕтĕм комплекс хута кайĕ.
Асăннă фермăн проектне «Чебоксарский промстройпроект» акционерсен уçă обществи тунă. Генеральнăй подрядчикĕ - «Волгостальконструкция» чикĕллĕ яваплăхлă общество. Вĕсем иккĕшĕ те Дельмансен çемйин холдингне кĕреççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ С.В. Павлов каланă тăрăх ку ферма республикăри паянхи кун ыйтакан фермăсенчен пĕри пулса тăнипе пĕрле ЧР Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçа кĕртнин черетлĕ утăмĕ те пулать. Унта каланă пек паянхи ял хуçалăхĕ тислĕк шăршипе, резина атă каларăшĕпе пĕр килмест. Кунта ĕç укçи те тивĕçли пулать.
– Кунта Муркаш районĕнче туса илекен сĕтĕн 30 процентне хатĕрлеме пуçлаççĕ, – терĕ вăл.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов каланă пек Муркашсене тухăçлă ял хуçалăх продукцине туса илме çанталăкĕ те çумăр хыççăн çумăр ярса парать.
– Паян районта чи нумай сĕт туса илекенни – Суворов яч.хис. хуçалăх. Куллен кашни ĕнерен унта 19,5 кг сĕт сăваççĕ. Ку çĕнĕ фермăра вара çак кăтартуран иртсе каясса шанас килет, – терĕ Юрий Александрович.
Чи малтан вара Юрий Александрович мирлĕ пурнăç парнеленĕ вăрçă паттăрĕсене тав турĕ.
– Ферма никĕсне янă кун Асăнупа хурлăх кунĕпе пĕр килчĕ. Нимĕн те тумасан пире намăс. Ку ферма юлашки 20 çул хушшинче чи пĕрремĕш пысăк стройка пулать, – терĕ вăл.
Вăл Чăваш Республикин Президентне, Министрсен Кабинетне, «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин Чăваш Республикинчи уйрăмне асăннă проекта пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав турĕ. Уйрăм тав сăмахне Александр Ильичпа Олег Александрович Дельмансен ячĕпе каларĕ. Вĕсене Ленин яч. хис. хуçалăхран «Ильич çулне» туса хунăшăн тав турĕ.
– Ку çĕнĕ çул ÿсĕм çулĕпе малалла кайма чĕнет, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Сăмах май çакна палăртмалла. Асăннă çĕнĕ комплекса тума кредит парса пулăшаканĕ – «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин Чăваш Республикинчи уйрăмĕ. 150 млн. тенкĕ кредит панă вăл предприятие.
– Хулари предпринимательсем яла аталантарма пуçлани савăнтарать мана. Апла пулсан ялти бизнес та малашлăхлă, – терĕ унăн ертÿçи И.Н. Письменская.
Пуçтарăннисем ферма никĕсне ярас умĕн унта пулас ăру патне янă çырăва чикнĕ капсулăна никĕс ăшне хурса хăварчĕç. Унта çапла каланă. «Чăваш Республики – йĕркеллĕ аталанса пыракан республика. Ял хуçалăх производствине аталантарни республикăн малашлăхĕшĕн тунă утăм пулать. Аслă ăрусем пекех эпир те паян кашни çул уй-хир тыр-пулпа кашласа ларччăр, садсем чечекленччĕр тесе ĕçлетпĕр. Ял хуçалăх ĕçченĕн профессийĕ, çав шутран выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн ĕçĕ çамрăксемшĕн илĕртÿллĕ професси пулса тăнине шанатпăр. Вуншар, çĕршер çулсем хыççăн эсир те пирĕн ĕçе малалла тăвасса шанатпăр» тенĕ унта.
Унтан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ С.В. Павлов, «АФ «Путь Ильича» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ О.А. Дельман, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов комплекс никĕсĕн малтанхи кирпĕчисене хучĕç.
– Турă пулăштăр, – терĕ Юрий Александрович.
Вăл каланă пек Турри çак фермăна туса пĕтерме те, ăна малалла аталантарма та пулăштăр.
Уявра вара пуçтарăннисен кăмăлне «Муркаш» халăх фольклор ушкăнĕпе Тойкилтĕри «Хĕлхем» эстрада ушкăнĕ çĕклерĕ.
Л. ПАВЛОВА.