Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулма вĕрентетпĕр

22 июня 2011 г.

Тимлĕ пулма вĕрентетпĕр

Çулсеренех пирĕн çĕр-шывра çул çинчи инкексене пула нумай çын вилет. Çав аварисенче ачасен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни – питĕ пысăк инкек.

Çакна шута хурса ĕнтĕ Мăн Сĕнтĕрти «Мечта» ача садĕнче çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх правилисене вĕрентессипе нумай тăрăшаççĕ. Занятисем ирттерме ятарлă пÿлĕмре урам макечĕ те пур. Ятарлă дидактика вăййисемпе пĕрлех «урамри» светофор та, çул çинчи тĕрлĕ паллăсем те шăпăрлансене хăйсене асăрхануллă тытма хăнăхтараççĕ.

Ачасем хушшинче кашни çул «Светофорик» конкурс ирттересси те ырă йăлара. Конкурс ирттерме вара яланах ГИБДД инспекторне чĕнетпĕр. Чăн-чăн милиционер пĕчĕк ачасемшĕн кĕнекери сăнар вĕт-ха. Вăл каланисене ытларах астуса юлма тăрăшатăн паллах. Конкурс шучĕпе ачасем ÿкерчĕксем те чылай тăваççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ хак парса çĕнтерÿçĕсене палăртатпăр. Ачасене хавхалантаратпăр, çакăнпа пĕрлех яланах тимлĕ те асăрхануллă пулмаллине каласах тăратпăр.

В. Казакова, воспитатель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика