Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пăсса пулă тытма пикеннĕ

22 июня 2011 г.

Йĕркене пăсса пулă тытма пикеннĕ

Çут çанталăк пуянлăхĕ уйрăм çын тупри мар, апла пулсан унпа тĕрĕс усă курмалла тата упрамалла. Шел пулин те хăшĕ-пĕри ăна пĕр шелсĕр тĕп тăвать. Ун йышшисене йĕрке хуралçисем куçран пачах та вĕçертмеççĕ, айăплисене ответ тыттараççĕ. Çут çанталăк пурлăхне саккуна пăсса куç хывнă çынсем тĕлĕшпе май уйăхĕнче кăна йĕрке хуралçисем уголовлă икĕ ĕç пуçарнă.

Акă майăн 2-мĕшĕнче Шомик çывăхĕнче Шупашкар шыв хранилищин Атăл шывĕн сылтăм çыранĕнче саккун хуралçисем йĕркене пăсса пулă тытакан пĕр çынна асăрханă. Саккунпа вара апрелĕн 10-мĕшĕнчен июнĕн 10-мĕшĕччен пулă вăлча сапнă тапхăрта çак ĕçе пурнăçлама юрамасть. Ăна пăхмасăрах йĕркене пăсакан çын хăйĕн моторлă киммипе тухнă, вăлча сапнă тапхăрта пулă тытмалли 75 метр тăршшĕ сетка лартнă. Çапла вара вăл патшалăхăн ятарлă йĕркинчи 22 статьян 22.9 пунктне пăснă, патшалăха 2150 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Федераллă Саккунпа килĕшÿллĕн чĕр чун патшалăх харпăрлăхĕ шутланать. Çавна май район прокурорĕ патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе суда иск заявленийĕ тăратнă.

РФ УК 256 статьян 1 пайĕнчи «б», «в» пункчĕсен санкцийĕсем вара питĕ çирĕп. Вĕсемпе килĕшÿллĕн çакăн йышшисене 100 пинрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ тата ытти çирĕплĕхсем те кĕреççĕ кунта.

А.Тихонов,

прокурор пулăшуçи, 3 класлă юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика