Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир çĕнĕлле пурăнасшăн»

22 июня 2011 г.

«Эпир çĕнĕлле пурăнасшăн»

Хуçалăх экономикипе предприятин ăнăçлă аталанăвĕ хыçĕнче ĕç тăрать. Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн. Çак çыхăну Муркаш енре аслăрах ăрусенченех тачă хутшăнура пулса пырать. Çĕр-шыв рынок хутшăнăвĕсен çулне суйласа илнĕ май, уйрăмах юлашки çулсенче, районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство хăйне туллин кăтартма пуçларĕ.

Район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи Э. Симакова Муркаш енри пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕпе яланах кăмăллă.

– Районта «Пĕчĕк хуçалăх формисене 2007-2011 çулсенче аталантарасси» программа ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Финанспа экономика кризисне пăхмасăрах районта потребительсен рынокĕ малалла утăмлать. Çак çулпа пырса район территорийĕнче уйрăм предпринимательсен хастарлăхĕпе суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсем уçăлаççĕ. Вĕсем халăх валли вуншар хушма ĕç вырăнĕ туса параççĕ, – терĕ Эльвира Иосифовна кĕске калаçура предпринимательство тăтăш аталанура пулнине палăртса.

Халĕ каланине çирĕплетекен пĕр тĕслĕх çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ильинка ял тăрăхĕнчи Тренккă ялĕнче пулса иртрĕ. Ку хутĕнче килти хушма хуçалăха аталантарассинчен пĕчĕк бизнеса ура ярса пуснă Михаил Ананьевич Бычков Атăл хĕрринче вырнаçнă Тренккă ялĕнче «Юман» кафе уçрĕ. Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕ, Ильинка ял тăрăхĕн депутачĕ хăйĕн çак пуçарăвне çапла хак парать:

– Кашни ялтах пурнăç вĕресе тăмалла. Ял çыннин хуларинчен нимĕнпе те катăк пулмалла мар. Манăн шухăш çапла. Ăна пурнăçа кĕртессине юлашки çулсенче хамăн тĕллеве лартрăм, – терĕ кафе уçăлнă вăхăтри кĕске калаçура килти хушма хуçалăхра пысăк утар тытакан Михаил Ананьевич.

«Юман» кафе уçнă çĕре ял çыннисем йышлă пухăнчĕç. Кашниех савăнăçлă калаçать, пичĕсенче савăнăç шевли вылять.

– Михаил Ананьевича пирĕн яла çĕнĕ сăн кĕртме тăрăшнишĕн пысăк тав. Вăл туса илекен пыла эпир хапăл пулнине палăртнипе пĕрлех иртнĕ çулсенче ялта магазин уçни те пирĕн тавар туянас суйлава анлăлатрĕ. Халĕ кафе уçни татах та аван. Мĕншĕн тесен ку таранччен пирĕн юлташсемпе пĕрле кăнтăрла апатланас е çуралнă кун паллă тăвас тесен Мăн Сĕнтĕре кайма тиветчĕ. Халĕ ку ыйту кун йĕркинчен тухрĕ. Парикмахерски уçма май тупсан аванччĕ та-ха тата, – терĕ тав сăмахĕпе пĕрле сĕнÿ парса Ильинкăри вăтам шкулта математика вĕрентекен Валентина Анатольевна Перцева.

– Рынока тулли хăватпа тухма инноваци активлăхне ÿстермелле. Çакă пирĕн умра тăракан тĕп задача. Район пулăшсан, ял тăрăхĕ тĕкĕ парсан, ял çыннисем пирĕн пуçарăва йышăнсан эпир çакна пултаратпăр. Мĕншĕн тесен Муркаш районĕ республикăшăн кирек хăш ĕçре те яланах тĕслĕх пулнă. Ильинка – Тренккă тăрăхĕнче те ĕçрен хăракан çынсем çук. Вĕсем паян пурнăç улшăннă вăхăтра çĕнĕлле пурăнасшăн, – терĕ кухньăран апат йăтса тухнă хушăрах Нина Юрьевна.

Ял тăрăхĕн депутатне хастар ĕçшĕн тав туса парне панă май Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.В. Перцев ĕлĕкрех ялта паха столовăйсем пулни пирки каларĕ. Уйрăм çынсен хастарлăхĕпе эпир паян та çав вăхăтсенчен кая юлманнине палăртрĕ вăл.

...Какай шÿрпи çĕнĕ кафере питех те техĕмлĕ пулчĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика