Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куççуль витĕр аса илÿ

22 июня 2011 г.

Куççуль витĕр аса илÿ

Муркаш районĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 9845 çын тухса кайнă. 5491 салтак тăван ене таврăнайман, яланлăхах куçĕсене вăрçă хирĕнче хупнă. Çапăçу уйĕнче выртса юлнă ентешсен çутă сăнарĕсем пирĕн чĕресенче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç.

Григорий Алексеевич Алексеев, Яков Анисимович Анисимов, Борис Михайлович Васильев, Алексей Иванович Воробьев, Илья Григорьевич Мешаков Совет Союзĕн Геройĕсем, Александр Артемьевич Быков Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.

Çав çулсене чăтса ирттернисем, шел пулин те, пирĕн хушăра сахаллансах юлаççĕ. Апла пулсан чăнлăха ытларах та ытларах ăша хывма тăрăшмалла пирĕн, çамрăксен. Ан тив, асатте-асаннесен шăпин историйĕ ламран лама куçтăр, чĕремсенче ĕмĕр-ĕмĕре юлтăр. Çак кунсенче мана Оринин ял тăрăхĕнчи Анна Васильевна Васильева шăпипе паллашма тÿр килчĕ.

– Çак кун халĕ те манăн асăмрах-ха, аса илсен куçăм шывланать. Паян кун та çав синкер кун куçран куççуль сăрхăнтарать. Вăрçă пуçланнă тенине илтсен урамри халăх пăлханчĕ, шăв-шав çĕкленчĕ, макăру-кăшкăру пуçланчĕ. Ача-пăча ку синкер пĕлтерĕшнех ăнкараймасть-ха.

Хăрушă вăрçă пире те аякра хăвармарĕ. Аттене салтака кайма йыхравларĕç. Вăл пире кашнинех пуçран шăлса тута парса ăшшăн çупăрласа илчĕ, яланлăхах уйрăлнă евĕр йĕри-тавра тинкерчĕ. Эпир, ачасем, ăна кăна ăнкараймастпăр, салтак мĕнне пĕлместпĕр. Анне вара татăлсах йĕчĕ, унăн пире ÿстермелле-çке, – тесе сăмахларĕ салхуллăн Анна Васильевна.

Вăл вăхăт пуриншĕн те йывăр пулнă: кунне-çĕрне пĕлмесĕр уй-хирте вăй хунă, фронта валли алсиш-нуски, çимелли ăсатнă, аки-сухине вăкăрсем кÿлсе ирттернĕ. Çак ĕçсем йăлтах хĕрарăмсен черченкĕ хул пуççийĕсем çине тиеннĕ. Ку тăрăшулăх фронт, атте-пиччесем валли-çке. Çывăх çынсем тăван ентен самай аякра. Унти ĕç-пуç пирки вара кăштах та пулин пĕлес килет, чи пĕлтерĕшли вара вĕсем чĕрĕ, сывă пулни. Вăрçă хирĕнчен икĕ-виçĕ йĕрке те пулин шăрçаланă виç кĕтеслĕ çырăва почтальонка илсе килессе кашни тăтăш кĕтнĕ.

– Пирĕн анне те аттерен тинех пĕрремĕш çыру кĕтсе илчĕ. Çырăва уçнă майăн унăн алли тăр-тăр чĕтрерĕ, пичĕ тăрăх вĕри куççулĕ юхрĕ, савнă мăшăр мĕн пĕлтерни пирки пĕлес килчĕ ĕнтĕ. Унта вара «...Ачасене лайăх пăхса ÿстер. Хам çырмасăр ан çыр...» тесе çырнăччĕ, – аса илет кинемей.

Кĕтмен çĕртен çынсем уй-хирте утă çулнă вăхăтра вĕсем çине пысăк хуйхă килсе çапать, кил-çурчĕ çунса çĕрпе танлашать. Юрать-ха вут-çулăм алхасакан çуртран ачасене йăтса тухма ĕлкĕрнĕ. Çапла вара ултă çул хушши ялти ырă çынсем патĕнче пурăнма тивет вĕсен. Мĕскĕн хĕрарăм йăлтах чăтать, ачисене пĕчĕккĕллех ĕç çумне çыпăçтарать.

– Хĕл кунĕнче лаша кÿлсе ял тăрăх чăх каяшĕ, кĕл пухса турттараттăмăр. Вăй-халĕ çитейместчĕ пулин те аслисемпе танлашма тăрăшаттăмăр. Тунмастăп, алă-урасем шăйрăлса, татăлса пĕтнĕрен сахал мар йĕнĕ. Аннене ытларах та йывăр пулнă, çапах та пире вăл йăпатма тăрăшатчĕ, куççульне вара пирĕнтен пытаратчĕ. «Чăтăр ачамсем, чăтăр. Кĕçех аçу хаяр тăшмана çĕнтерсе тăван киле таврăнĕ. Ун чухне эсир те ăшă пÿртре канăр, тăраниччен çийĕр» тесе лăплантаратчĕ пире. Эпир, ачасем, тырă ани çинче пучахсем пухаттăмăр, пире уншăн кашăкпа виçсе çăнăх паратчĕç. Ăна шĕшкĕ кăчкипе, çĕр улмипе хутăштарса пашалу пĕçерсе паратчĕ анне, – терĕ сĕтел çинчи шурă тутăрпа витнĕ çавра çăкăр çине пăхнă майăн, ара ун йышшине тĕлĕкре те тĕлленеймен вĕт вăл вăхăтсенче. Алăра çăкăр татăкĕ тытасси чăн-чăн телей пулнă.

Ашшĕ тăван киле пилĕк çул иртсен таврăнать. Кил-çуртра арçын алли пулсан хĕрарăма самай çăмăл вĕт. Вăл килте çуккипе çăпата туса параканĕ те пулман. Çавăнпа та çăпата çынна калăплаттарма тивнĕ.

Тинех хăйсене ята пÿрт туянма мехел çитереççĕ. Çук пурнăç темĕн те тутарать.

– Анне пире улăмран тунă тÿшек çине вырттаратчĕ, çиеле те çавăн йышшинех витетчĕ. Пирĕнтен пĕри хавшаса çитнипе 19 çулта çĕре кĕчĕ. Йывăр хуйхă аннене те хавшатса хăварчĕ.

...Чылай хура-шур тÿснĕ Анна çемье çавăрать. Йывăр ĕç нушалантарнине пулах вăл икĕ ачине алла илеймест. Улттăшне вара ăна Турри пиллет. Вĕсене ура çине тăратас тесе пĕр харăсах темиçе ĕçе кÿлĕнет, кану вăхăтне те пĕлмест. Хура-шур тасатма вара каç саманчĕпе тата йĕпе-сапаллă çанталăкпа усă курать.

– Халĕ ĕнтĕ ав сакăр вунă çула çитеймен пулин те икĕ «лаша» çине таянса утатăп. Нимĕн те тăваймăн, вăрçă нуши пире самай кукăртрĕ. Ирĕксĕрех çав тапхăр халĕ те куçăм умĕнчен каймасть. Атте-анне сăн ÿкерчĕкĕсене чи пысăк тупра вырăнне хурса упратăп. Вĕсен тивлечĕпех-çке паянхи пурнăçа та астиврĕм. Эпир курнă хĕн-хура урăх никам та ан куртăрччĕ. Ун пек асар-писер алли çĕр-аннемĕре ан тивтĕрччĕ. Ялан ав паянхилле кăвак тÿпере сар хĕвел ялкăштăр. Сарлака урамсенче куллен ача-пăча савăк сасси янăратăр. Пирĕн арçынсен текех алла хĕç-пăшал тытмалла ан пултăрччĕ, – тесе вĕçлерĕ сăмахне самай кăвакарнă çÿç пĕрчисене тирпейленĕ тата пичĕ тăрăх юхакан вĕри куççульне шăлса илнĕ май Анна Васильевна.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика