Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл шыв айĕнчи кимĕпе çÿренĕ

22 июня 2011 г.

Вăл шыв айĕнчи кимĕпе çÿренĕ

Çак кунсенче «Советская Чувашия» хаçатра «Забвению не подлежит» ятлă статья тухрĕ. Унта истори наукисен кандидачĕ Ермолаев Тинĕс-Çар флочĕн Тĕп архивĕнче вăрçă вăхăтĕнче вилнĕ подводниксем пирки материал пухни çинчен çырнă. Статьяра шыв айĕн çÿрекен кимĕ çинче пулнă 4 çын пирки каланă. Çавсенчен пĕри – пирĕн район çынни. Акă статьяри сăмахсем: «В сентябре 1944 года в Балтийском море в районе острова Большой Тютерс от подрыва на вражеской мине погибла советская подводная лодка «М-96». В экипаже находились уроженцы Чувашии...

Уроженец Чувашии (деревня Чуманкасы Моргаушского района) Алексей Филиппович Филиппов. Старший краснофлотец, командир отделения гидроакустиков БЧ–1–4, родился 8 февраля 1920 года, призван в 1940 году Советским районным комиссариатом».

1964 çултан пуçласа 2004 çулччен эпĕ Чуманкасси ял советĕнчи ветерансен совечĕн пуçлăхĕ пулнă. Çавăн чух Алексей Филиппов пирки чылай материалсем пухрăм. Çав шутра Гатчинăри Тинĕс-Çар флочĕн тĕп архивĕнчен, шыв айĕн çÿрекен кимĕсен флочĕн музейĕнчен «Подводник Балтии», «Дозор» тата «Советский патриот» хаçатсен статйисене тупса вуларăм. Уйрăммăнах Балтика флочĕн историкĕсен Александр Кронпа Сергей Смирнов статйисем чылай пулăшрĕç. Отарккă ялĕнче пурăнакан аппăшĕ мана Алексей çырăвĕсене вулаттарчĕ. Çавсемпе усă курса «М–96» кимĕ кун-çулне пĕтĕмпе майлах пĕлме пултартăм. Райхаçатра икĕ статья та çырса кăлартăм. («Балтика паттăрĕ» статьяна 1996 çулта пичетлерĕм). Анчах вĕсенче эпĕ ытларах «М-96» командирĕ Александр Маринеско пултарулăхĕ пирки çырнă. Ун чухне мана «М-96» кимĕ хăçан путни, урăхларах каласан Алексей Филиппов хăçан вилни паллă марччĕ. Халь паллă. Çавăнпа та «М-96» шыв айĕн çÿрекен кимĕн, Алексей Филиппов подводникăн тата Маринеско командир кун-çулне кĕскен çырса кăларни ытлашши пулмĕ тетĕп.

Балтикĕ флотĕнче «М» (малютка) шыв айĕн çÿрекен кимĕсем вăрçă пуçланнă çул 20 пулнă. «М-96» кимĕ флотра чи пултарулли шутланнă. Çав кимĕ команда пулсан 17 çеккунтра шыва путса çухалма пултарнă. «М-96» кимĕ вăрçа тинĕсре походра кĕтсе илнĕ. Кимĕ команди 21 çынтан тăнă, унăн командирĕ, каларăмăр ĕнтĕ, Александр Маринеско пулнă. «М» (малютка) йышши кимĕсен тĕллевĕ порт тата çыран çывăхĕнчи вырăнсене сыхласси пулнă. Вăл рейса 10-11 кунлăха тухнă, ун хыççăн вара базăна таврăннă. Тăшманпа çапăçма унăн икĕ торпеда тата пушка пулнă. Кайран «М-96» инçетри рейса та тухкаланă.

Кимĕ çинче Алексей Филиппов гидроакустик пулнă. Кимĕ шыв айĕпе тĕттĕмре çÿрет. Унта нимĕн те курăнмасть. Апла пулин те подводниксен шыв çинчине пĕтĕмпех пĕлмелле-курмалла. Гидроакустикăн сасăсене итлесе çавсем тăрăх шыв çинче çывăхра мĕн йышши карап, унăн тоннажĕ, вăл мĕнле хăвăртлăхпа хăш еннелле кайнине пĕлсе командира пĕлтерсе тăмалла.

Пĕррехинче 1942 çулхи августăн 22-мĕшĕнче «М-96» кимĕ тинĕсре Поркала-Коломбо утравĕ таврашĕнче пулнă. Филиппов тинĕс çинче тăшманăн транспорчĕ пынине тата ăна 3 çар карапĕ хуралласа пынине командира пĕлтернĕ. Маринеско командир хăйĕн киммипе тăшман транспортне атакăлама шутланă. Шыв çине тухмасăрах транспорт еннелле 2 торпеда вирхĕнтернĕ. Икĕ торпеди те питĕ тĕл лекнĕ. Тăшманăн 7 пин тоннăллă транспорчĕ грузĕ-мĕнĕпех шыва путса çухалнă.

Шыв айĕпе çÿрекен кимĕшĕн тăшман транспортне путарасси атакăн çурри çеç пулнă-ха. Тăшман транспортне хÿтĕлекен суднăсем тата вĕсем пĕлтернипе вĕçсе килнĕ тăшман авиацийĕ çийĕнчех шыв айĕн çÿрекен кимĕне хăйне тапăнаççĕ. Тепĕр чух 100 метр таран е ытларах тарăнăшне анакан бомбăсем тăкаççĕ. Маринеско çавăн чухне шыв айĕпе çÿрекен кимĕне сыхласа хăварас енĕпе маçтăр пулнă. Паллах халь илсе кăтратнă ÿкерчĕк «М-96» кимĕн вăрçăри çапăçусен историйĕнчи пĕр тĕслĕх çеç.

1943 çулхи апрель уйăхĕнче Маринескона шыв айĕнче çÿрекен урăх, пысăкрах «С-13» кимĕ çине куçарнă, унта та вăл командир пулнă. Балтика тинĕс шывĕнче вăл вăхăтра минăсем калама çук нумай пулнă. Шыв çийĕнче те, шыв ăшĕнче те. Чылай кимĕ çав минăсемпе пĕтнĕ.

Тăван килне янă пĕр çырăвĕнче Филиппов (ку çыру виличчен пĕр уйăх малтан çырнăскер пулнă) çапла çырнă: «Эсир мана пĕр хушă çырманшăн ятлатăр пуль ĕнтĕ... Эпир тинĕсре пулнă. Эпир унта хĕвел çути мар, тип çĕре те курмастпăр. Таса сывлăшпа та сывлаймастпăр. Каçсерен тĕттĕм пулса çитсен тин тинĕс шывĕ çине тухса таса сывлăшпа сывласа илетпĕр...

Сывлăх ман аванах. Халĕ пире апат-çимĕç аван çитереççĕ...

Ялта сирĕн пурнăç йывăррине эпĕ ăнланатăп. Тăшмана çĕнтересси нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Ку юлашки çул пулĕ. Вăрçă пĕтсенех урăхла – аван пурнăç пулĕ».

Çапла Алексей Филиппов тăшмана çĕнтерессе тата ун хыççăн пурнăç тĕпренех аван енне улшăнасса çирĕп ĕненнĕ. Анчах Алексей Филиппов шăпи урăхларах пулнă, вăл Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен çав...

И. ВЯЗОВ,

халăх академикĕ, Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика