Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурнăçланă ĕçе хакларăмăр»

22 июня 2011 г.

«Пурнăçланă ĕçе хакларăмăр»

Çĕр ĕçченне çанталăк çулсеренех тĕрĕслет: е тăтăш çумăр çăвать, е хĕвел виçесĕр пĕçертет. Акă черетлĕ ака-сухана ăнăçлă вĕçленĕ май пирĕнтен кашниех пысăк тухăçа пÿлмене тĕрĕс-тĕкел пухса кĕртесси пирки ĕмĕтленет. Çак кунсенче вара шуратса хăварнă уй-хирсене пăхса тухса пурнăçланă ĕçсен пахалăхне хакласси иртрĕ. Унпа тĕплĕнрех паллаштарма эпĕ ял хуçалăх пайĕн ертÿçинчен, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕнчен В.А. КАЛИНИНРАН ыйтрăм.

– Владимир Аркадьевич, черетлĕ ака-сухана хыçа хăварнă май мĕн каланă пулăттăр эсир;

– Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çурхи ака-суха ĕçĕсен планĕсене туллин пурнăçлама, умри йывăрлăхсене парăнтарма тăрăшрĕç. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсем, чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 9725 гектар çуртрисем, 1777 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 385 гектар кукуруза, 1285 гектар «иккĕмĕш çăкăр», 228 гектар пахча çимĕç, кĕрхи культурăсене 6627 гектар çинче акса хăварнă, 485 гектар çинчи калча хĕл сиввине чăтайман, 496 гектар çинчи калчана ешĕл апатлăх усă курнă.

Пысăк пахалăхлă вăрлăхран кăна пысăк тупăш илме пулать. Çавна май 200 тонна ытла çĕр улми, 250 тонна тĕш тырă культурисен, 2,5 тонна нумай çул ÿсекен курăксен элитăллă вăрлăхне кÿрсе килнĕ. Вĕсене туяннăшăн патшалăх субсидилет. Ака-суха ĕçĕсенче усă курма 1200 тонна минераллă удобрени кÿрсе килнĕ.

Вăхăтра акнă-лартнă культурăсем паян пĕр тикĕс ÿсеççĕ, пысăк тухăç шантараççĕ. Çанталăк условийĕсене кура кăçал мĕн акни-лартни йăлт шăтнă. Халĕ вара утă янтăлас тапхăр çитрĕ, анчах та çанталăка пула 10 хуçалăхра кăна çак ĕçе кÿлĕнчĕç. Сенаж хатĕрлеме те вăхăт, ку ĕçе хальлĕхе пуçлайман-ха. Çапах та çĕр ĕçченĕн алă усса, ырă çанталăк килессе кĕтсе лармалла мар, выльăх апачĕ янтăлас ĕçе епле пулсан та пуçăнмаллах. Хĕл кунĕ валли 9 пин тонна утă, 28 пин тонна сенаж, силос янтăлама палăртнă.

Çавăн пекех çĕр улми тата ытти пахча çимĕç хирĕсенче çум курăкĕпе тата ытти сиенпе кĕрешме тытăнмалла. Кашни ĕçе хăй вăхăтĕнче пурнăçлани кăна пысăк пахалăхлă продукци тата таса тупăш ытларах туса илме май парĕ.

Уй-хир ĕçĕсене хакланă май Ильич яч. хис. тата Суворов яч. хис., «Свобода», «Ударник» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсене ырăпа асăнас килет. Çум курăкне хими мелĕпе пĕтерес ĕçе 1502 гектар çинче пурнăçланă.

Кĕрхи культурăсем валли сухаласа хатĕрленĕ канакан çĕр лаптăкĕсем те сахал мар, ăна малашне те кирлĕ шайра тытса тăмалла.

– Нумаях пулмасть хуçалăх ертÿçисем тата ытти хăш-пĕр специалистсем Туçи Мари тăрăхне çитсе килчĕç, çак ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕллевĕ еплерех пулчĕ;

– Кирек епле ĕçре те пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни пысăк пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах çĕнĕ технологипе пысăк пахалăхлă продукци тата тупăш туса илекен хуçалăхсенче. Вĕсем ытларах çĕнĕ технологипе пахча çимĕç ÿстерессипе ĕçлеççĕ. Пирĕн районта 113 гектар çинче купăста лартнă пулсан, унта 4 пин гектар. Çакăнпа вĕсем пĕрремĕш çул кăна мар тимлеççĕ, усси вара куç кĕрет. Хатĕр продукци валли çанталăк условийĕсене кура кирлĕ температура шайлаштаракан хранилищăсем тунă. Çĕнĕ технологие алла илсе пахча çимĕçрен пысăк тупăш илме май пуррине курса-ĕненсе килтĕмĕр. Апла пулсан çакăнпа пирĕн те усă курма тăрăшмалла. Ыттисен опытне тĕпе хурса пирĕн районти В.С. Кондратьев хăйĕн «ВаСем» фермер хуçалăхĕнче кăçал 19 гектар çинче купăста лартса хăварчĕ. Çĕнĕ технологипе усă курса вăл тата ытти хуçалăхсем пысăк тупăш илессе шанас килет. Ĕçлекен çын вара малаллах талпăнать.

Р. ИЛЛАРИОНОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика