Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маларах асăрханнине нимĕн те çитмест

22 июня 2011 г.

Маларах асăрханнине нимĕн те çитмест

Шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансем наркотиксен саккунсăр суту-илÿ çаврăнăшĕпе кĕрешес, профилактика ĕçĕсене туса пырас тĕлĕшпе çирĕп ĕçлеççĕ, тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, çак енĕпе пулса пыракан преступленисен хăйĕн уйрăм вăхăчĕ. Шăпах çак вăхăтра пуçа минретекен ÿсен-тăрана кăмăллакансем сунара тухаççĕ, хуçасăр выртакан çĕр лаптăкĕсемпе хăйсен тĕллевĕпе усă кураççĕ.

Мăкăнь шăтса тухнă тата унăн тунисене пухса типĕтнĕ тапхăр уйрăмах асăрхануллă пулмаллине çирĕплетет. Енчен те палламан тата иккĕленÿллĕ çынсем пахчасем хыçĕнче, дача участокĕсенче çÿренине асăрхасан курмăш ан пулăр, йĕрке хуралçисене пĕлтерĕр. Çак вăхăтра шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансем тĕллевлĕ ĕçсем чылай пурнăçлаççĕ. Паянхи кун вара эпир наркотиксен саккунсăр суту-илÿ çаврăнăшĕпе çыхăннă тĕрлĕ информаци пухассипе тата ăна май пур таран туллин тишкерессипе тимлетпĕр, ятарлă операцисем, рейдсем ирттеретпĕр. Çавăн пекех автотранспорт хатĕрĕсене те çак тĕллевпех тĕрĕслетпĕр.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн наркотик шутланакан япаласем шутне халĕ шалфей предсказатель курăкĕн çулçи, гавай кĕлчечекĕн вăрри, çутă кăвак лотосăн чечекĕпе çулçи кĕреççĕ, çавăн пекех пурте пĕлекен мăкăнь тата йĕтĕн. Çак ÿсен-тăрансем туртмалли хутăшсем пулнăран районти аптекăсемпе лавккасене тĕрĕслессипе тĕрлĕ ĕç ирттеретпĕр. Ку енĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Çакăн йышши хутăшсемпе усă куракансем хăйсен ăс-тăнне минретнипе пĕрлех хăйсем çине алă хума та пултараççĕ, ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Кун пек синкер серепине лекесрен пурин те асăрханмалла. Хваттерлĕ çуртсенчи подъездсенче е хăвăрăн кÿршĕре ацетон, уксус е çавна майлăрах шăршă пуррине сисрĕр пулсан 02 е 62-1-59 номерсемпе милици уйрăмне шăнкăравламалла.

Район территорийĕнче йывăр наркотиксемпе çыхăннă преступленисем иртнĕ çул регистрацилемен. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем ытларах чухне мăкăньпе çыхăннисем.

Иртнĕ çул тунă 5 преступленипе пуринпе те уголовнăй ĕç пуçарнă, йĕркене пăсакансене явап тыттарнă. Административлă майпа айăпланисем 14. Мăкăнь ÿсен-тăранне ятарласа ÿстернĕшĕн, ăна вăхăтра кăкласа пăрахманшăн та административлă майпа 8 çынна айăпланă. Йĕркене пăхăнманнисенчен саккун çирĕп ыйтать, пысăк виçеллĕ штраф укçи тÿлеттерет, ирĕкрен хăтарма та пултарать. Çавăнпа пурин те саккуна пăхăнмалла.

Пахчара кашниех тĕрлĕ культура акма-лартма тăрăшать. Юнашар çын йăранĕсем çинче тата пахча хыçĕнчи усă курман çĕр çинче мĕн ÿснине асăрхамалла. Енчен те мăкăнь е ытти çавăн йышши лаптăксене куртăр пулсан шалти ĕçсен пайне шăнкăравлăр, пуçа минретекен ÿсен-тăрана ытлашши алхасма ан парăр.

Ачасемпе тата çамрăксемпе наркотик хăрушлăхĕ пирки калаçусем ирттерме манмалла мар. Çавăн пекех асăрхаттару мероприятийĕсем йĕркелени те ытлашши пулас çук.

О. ПОТРЯКОВ,

районти шалти ĕçсен

пайĕн уголовнăй шырав уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика