22 июня 2011 г.
Улма-çырлана та, алăсене те çăвăр
Çуллахи вăхăтра пахча çимĕç, улма-çырла нумай чухне йăран е тĕмсемпе йывăç çинчен татсан тÿрех çăвара лекет. Анчах пахча çимĕçе тата улма-çырлана çумасăр çини часах вар-хырăм чирĕсемпе, А вируслă гепатитпа, тĕрлĕрен гельминтоз чирĕсемпе аптăратма пултарать. Çуман укроп-петрушка тата апатланнă чух усă куракан ытти симĕс курăк пирки те çакнах каламалла. Çитменнине çак вăхăтри çанталăк условийĕсем те асăннă чирсен вирусĕсене пурăнма лайăх майсем туса параççĕ.
Чи анлă сарăлнă вар-хырăм чирĕ – дизентери. Ăна пуçарса яраканĕсем – шигеллсем. Ытларах Зонне тата Флекснер шигеллĕсем вар-хырăма лекнипе пуçланнă чирсене сиплеме тивет. Зонне шигеллĕсем организма лексе чирлеттерсен аслисем медицина пулăшăвĕсĕр те ăна сиплесе ирттерсе яма пултараççĕ. Анчах та çак вирус питĕ «пурнăçа юратаканскер». Вăл хăйма, тăпăрч, турăх тата ытти хăш-пĕр çимĕçре уйрăмах аван ĕрчет.
Флекснер вирусĕ вара вар-хырăма темиçе лексенех вăйлă аптăратма пултарать. Ытларах чух шыв пăрăхĕсем кивелнĕ, пăрăхсенчи пусăм япăх пулсан тата шыв парасси пĕр тикĕссĕн пулса пымасан çак шигеллсем организма лекес хăрушлăх тухса тăрать.
Вар-хырăм чирĕсене пуçарса яракан вируссем организма ан лекчĕр тесен алăсене супăньпе çăвассине çирĕп йĕркене кĕртмелле, уйрăмах апатланас умĕн, тула тухса кĕнĕ тата урамра пулнă хыççăн.
Çуман чĕрĕ пахча çимĕçе е улма-çырлана çини тăпра ăшăнче пур гельминт çăмартисене ертме пултарать. Тĕрлĕ çимĕçе кăшт шăлса тасатнă хыççăнах çини те пулать. Тепĕр темиçе сехетрен вара вар-хырăм ыратни çак йăнăш пирки аса илтерет. Ирĕксĕрех эмел илме васкама тивет.
Гельминтозсенчен аскаридоз, энтеробиоз тата токсокароз чирĕсем кĕске вăхăтрах пуçланма пултараççĕ. Аскаридоз хăйĕн çинчен хăсас килнипе, аппетит япăхланнипе, вар-хырăм ыратнипе пĕлтерет. Уйрăмах ачасем çак чире йывăррăн чăтса ирттереççĕ. Çитменнине тата вĕсен сывлăхĕ хавшать. Ачасем кансĕр çывăрма пуçлаççĕ. Ăс-тăн тата ÿт-пÿ аталанăвĕ те кирлĕ пек шайра пулса пымасть.
Çавăнпа та вар-хырăм чирĕсене çывăха ярас мар тесен пахча çимĕçе, улма-çырлана яланах çумалла. Час пăсăлакан çимĕçсене холодильникра упрамалла. Арбузпа дыньăна та сĕтел çине касса хуриччен тĕплĕ çумалли пирки асрах тытмалла.
Г.Г. СОКОЛОВА,
Муркашри тĕп больницăри эпидемиолог врач.