Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айсшток: Муркашсене килĕшет

22 июня 2011 г.

Айсшток: Муркашсене килĕшет

Республика кунне халалласа айсшток енĕпе республикăри çуллахи иккĕмĕш уçă ăмăрту Муркашра шăмат кун иртрĕ. Пĕтĕмпе хальлĕхе пирĕншĕн çĕнĕ спорт тĕсне кăмăллакан 10 команда хутшăнчĕ унта. Ытларахăшĕ – Шупашкартан, иккĕшĕ – Муркашран. Мускав хулинчен килнĕ команда та хăйне Муркаш çĕрĕ çинче тĕрĕслерĕ.

Юниорсен тăватă командинчен чи пултарулли «ДПА» (Детская полицейская академия, Шупашкар хули) команда пулчĕ. Муркаш лицейĕнче вĕренекенсен команди – иккĕмĕш.

Аслисен вунă командинчен шăпах Мускавсем мала тухрĕç те: «Вырăс уписене» çитекенни пулмарĕ.

Куракансем те (паллах, çак вăйăпа интересленекенсем пухăннă) хăйсене айсштокра тĕрĕслесе пăхрĕç. Чи пултарулли Николай Скворцов пулчĕ. Хыççăнхи вырăнсене Геннадий Любимовпа тепĕр Николай Скворцов пайларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика