Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асатте умĕнче пуç таятăп

22 июня 2011 г.

Асатте умĕнче пуç таятăп

Хаяр та усал вăрçă пуçланнăранпа 70 çул çитрĕ ĕнтĕ. Эпир, Раççей ачисем, 66 çул мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр, паянхи кунпа савăнатпăр. Тепĕр чух вара эпир çак мирлĕ пурнăçшăн темиçе теçетке миллион салтак пуç хунине шута илсе хаклама та пĕлместпĕр. Енчен те пирĕннисем çĕнтереймен пулсан çав вăрçăра; Мирлĕ пурнăç пулатчĕ-ши пирĕн;

Манăн асаттен Иван Егорович Егоровăн тÿпи те пур паянхи мирлĕ пурнăçра. Вăл – вăрçăран киле таврăннисен шутĕнче.

Мăн Шаптак ялĕнче çуралса ÿснĕскер шкул пĕтерсен Етĕрнери педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Унта икĕ çул вĕреннĕ хыççăн асаттене 1937 çулхи сентябрь уйăхĕнче çара илеççĕ. Çартан вăл 1940 çулта взвод командирĕн званийĕпе таврăнать. Çар ретĕнче тăнă чух вăл полк шкулне пĕтернĕ пулнă.

Тăван яла таврăнсан ăна хут вĕреннĕ çын тесе выльăх-чĕрлĕх фермине ертсе пыма шанаççĕ. Анчах та унта нумай ĕçлеме тивмест – вăрçă пуçланать.

Июль пуçламăшĕнчех асатте вăрçа тухса каять. Асаттене Чул хулара отделени командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çавăн чухнех лару-тăру ыйтнăран ăна васкавлăн тепĕр хулана пехота училищине вĕренме яраççĕ. Вăрçă хирĕнче вĕреннĕ командирсем çитменрен пĕр çул вĕреннĕ хыççăн асатте взвод командирĕ пулса çапăçу хирне тухать.

1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче черетлĕ çапăçура аллине осколок лекнипе аманать. Госпитальте сипленсе тухнă хыççăн асатте хăйĕн полкнех таврăнать.

1944 çулта манăн асаттене штаб начальникĕн çумĕ пулма шанаççĕ. Вăрçă пĕтсен те август уйăхĕчченех вăл çав ĕçре тăрăшать.

Çапах августра та ăна киле яман: Совет Союзĕн офицерне çартах хăвараççĕ. Вăл штабри хут ĕçĕсене туса пыма пуçлать, çар тивĕçне малалла тăсать. Тепĕр çулталăкран çеç арăмĕпе ачи патне таврăнать.

Асатте вăрçа тухса кайнă чух асанне йывăр çын пулнă: вĕсен пĕрремĕш ачи 1942 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Асатте киле килсен ăна хирĕç тăватă çултан иртнĕ хĕр ача чупса тухнă: ашшĕпе паллашнă.

Кайран мирлĕ пурнăçра асаттепе асанне çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Асатте вара яланах тăван хуçалăхра тăрăшнă. Ăна тĕрлĕ вырăнта ертÿçĕ пулма шаннă.

Манăн асаттен тĕрлĕ орден-медаль чылай. Çакна вăл хăйĕн çарти ăсталăхĕпе, хастарлăхĕпе тивĕçнĕ. Эпĕ унпа мухтанатăп, мăнаçланатăп. Ун умĕнче пуç таятăп.

Антонина МИХЕЕВА.

Муркаш лицейĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика