22 июня 2011 г.
Курăк çулаççĕ, çĕр улми купалаççĕ
Районти вунă хуçалăх нумай çул ÿсекен курăксен пуссинче тăрăшать. Ĕнерхи куна Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра 40 гектар, «Восток» хуçалăхра 35 , Ильич яч. хис. хуçалăхра 30, «Оринино» хуçалăхра 55, «Передовик» хуçалăхра 10, «Свободăра» 105, Суворов яч. хис. хуçалăхра 70, «Ударникра» 50, Чапаев яч. хис хуçалăхра тата «Путь Ильича» агрофирмăра 5-шер гектар нумай çул ÿсекен курăксене çулма ĕлкĕрнĕ.
Кунсăр пуçне хресчен çĕр улми речĕсене пĕрремĕш хут кăпкалатса купалассипе те ĕçлет. Акă «Востокра», Ильич яч. хис., «Оринино» хуçалăхсенче, «ДаАн» пĕрлешÿре тата А. Пихтеровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ку ĕçе çĕр проценчĕпех пурнăçланă. «ВаСем» пĕрлешÿ çĕр улми речĕсем çине иккĕмĕш хут кĕме ĕлкĕрчĕ: пĕтĕмĕшле лаптăкăн 38,5 процентне чĕрнĕ.
Хамăр инф.