Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетрĕç

22 июня 2011 г.

Ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетрĕç

Республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ кăçалхипе 15-мĕш хут иртрĕ. Июнĕн 16-мĕшĕнче ăна Шупашкарти ачасен пуплев кăлтăкĕсене тÿрлетме пулăшакан иккĕмĕш номерлĕ ача садĕнче савăнăçлă лару-тăрура хупнă. Марафон пĕтĕмлетĕвне тума республикăн премьер-министрĕ Олег Макаров, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Çĕр-шывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев та хутшăннă.

Çулсеренех марафона хутшăнакансен хисепĕ те, ыр кăмăллăх тĕллевĕпе хывакан укçа калăпăшĕ те ÿснине палăртмалла. 2011 çулта марафона 1400 ытла организаци-предприятирен пуçласа уйрăм çынсем таранах хутшăннă. Пĕтĕмĕшле вара йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшма 7 миллион 520 пин тенкĕ пухăннă. Укçасăр пуçне марафона хутшăнакансем тĕрлĕ япаласемпе тивĕçтерсе те пулăшу кÿнĕ: ачасем патне теттесем, çи-пуç, кĕнекесем тата канцеляри хатĕрĕсем çитнĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика